Ҫӗнӗ Шупашкарта вӗренекенсен ӗҫ бригадисен фестивалӗ иртрӗ

Вӗсем чечек-тӗм лартаҫҫӗ, ваттисене пулӑшаҫҫӗ, таврана тирпей-илем кӗртеҫҫӗ. Сӑмах шкул ачисен ӗҫ бригадисем пирки пырать. Вӗренкенсене хавхалантарас, вӗсен хушшинче чи маттуррисене палӑртас тӗллевпе Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химик" культура керменӗнче йӑлана кӗнӗ фестиваль иртрӗ. Унта Канаш, Шӑмӑршӑ, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи тата тӗп хулапа Ҫӗнӗ Шупашкарти ушкӑнсем хутшӑнчӗҫ.

Алена Артемкина, Семен Антонов