Раҫҫейри 3 регионта прокуратура "шӑнкӑрав вӗрентекеншӗн кӑна" тенине хирӗҫленӗ

Новосибирск облаҫӗнче, Алтай республикинче тата Чӑваш Енре шкул ачисен прависене пӑсакан йышӑну тупса палӑртнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, урок вӗҫленнине пӗлтерекен шӑнкӑрав учительсене ҫеҫ пырса тивет. Вӑл ирӗк парсан кӑна вӗренекенсем тӑхтава тухма пултараҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан документа Красноармейски район прокуратури вырӑнти 2 шкулта асӑрханӑ.

Ирина Николаева, Семен Антонов