Тӗрлӗ регионтан пултарулӑх конкурсне пухӑннӑ студентсем Йӑлӑмра йывӑҫ лартрӗҫ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх университетӗнче "Мисс и Мистер студенчества России" конкурсӑн финалӗ иртет. Ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан 41 ҫамрӑк хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ унта. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх программӑна ыркӑмӑллӑх акцине те кӗртнӗ. Хальхинче пултаруллӑ студентсем Атӑл леш енче йывӑҫ-тӗм лартрӗҫ.

Алиса Александрова, Виктор Вавилкин, Никита Углев