Прокуратура хистенипе Сӗнтӗрвӑрри районӗнче тӑлӑха юлнӑ 5 ҫамрӑка хваттерпе тивӗҫтернӗ. Черетре тӑнӑ хушӑра ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫитӗннисем хӑйсем ҫемье ҫавӑрса ачаллӑ пулма ӗлкӗрнӗ. Ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура парса саламларӗҫ.
Ирина Николаева, Наталия Егорова, Екатерина Янгалакова