Чӑваш Енре пӗрремӗш хут сунарҫӑсен фестивалӗ иртрӗ

Кам хӑвӑртрах кӑвайт чӗртет, кулӑшлӑрах халап ярать? Ҫак кунсенче республикӑра пӗрремӗш хут сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртрӗ. Мулкач йӗрӗпе Леонид Петров корреспондент утса курчӗ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Шупашкар районӗнчи Михаил Архипов пирки ӑста сунарҫӑ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Ҫак чун киленӗҫӗпе вӑл 35 ҫул ӗнтӗ кӑсӑкланать. Тискер кайӑка ятарласа уйӑрнӑ вырӑнта тата вӑхӑтра кӑна тытать. Сунарта ӑна тӑватӑ ураллӑ тусӗсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем унӑн пиллӗк. Пурте ӑратлисем.
Фестивальте йытӑ куравӗ иртрӗ. Анчӑксене кӗҫӗн тата аслӑ ҫултисем ҫине уйӑрнӑ. Тӳресем вӗсен тасалӑхне, кӗлеткисене, тыткаларӑшне хакларӗҫ. Татьяна Захарова Волжск хулинчен килнӗ. Вӑл сунарҫӑсен йышӗнче пӗртен пӗр хӗрарӑм пулчӗ. Татьяна нумай вӑхӑт ӗнтӗ Чӑваш Енри кинологсемпе ҫыхӑну тытать. Йытӑ хуҫисен те тӗрлӗ хӑнӑхтару тума тиврӗ. Вӗсенчен пӗри - карнӑ вӗрен тӑрӑх утасси пулчӗ.

Ытти хӑнӑхтару та ҫӑмӑл пулмарӗ. Конкурсантсен апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме, кӑвайт чӗртме тиврӗ. Тӳресем шӑрпӑкпа вут-шанкӑ кӑна усӑ курма ирӗк пачӗҫ. Ҫавӑн пекех сунарҫӑсем васкавлӑ пулӑшу пама пӗлнине кӑтартрӗҫ. Чи савӑнӑҫлӑ конкурс вара халап ҫапасси пулчӗ. Пухӑннисем хӑйсемпе пулса иртнӗ кулӑшла самантсене аса илчӗҫ. Мулкач йӗрӗпе сиксе тухасси те чылайӑшӗн кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Куракансемшӗн те кӑсӑкли нумай пулчӗ. Концертпа пӗрлех тӗрлӗ вӑйӑ тата сӑн ӳкмелли лаптӑксем илӗртрӗҫ канакансене. Пӗрремӗш фестиваль ӑнӑҫлӑ иртнине тата республикӑра 20 пин сунарҫӑ пулнине шута илсе, ӑна малашне те йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.