Ял аталаннине ҫирӗплетекен пулӑм

Комсомольски районӗнчи Урмаелте ача сачӗ хута кайрӗ. Уявпа каҫалсене Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев саламларӗ.

Ирина Николаева, Вадим Владимиров

Урмаел - республикӑри чи пысӑк ялсенчен пӗри. Кунта ача йышӗ ҫултан ҫул ӳссе пырать. Ҫавӑнпа сатик ыйтӑвӗ ҫивӗч. Ҫитӗнекен ӑрӑва воспитани парассине тата тӑван чӗлхене вӗрентессине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ урмаелсем. Ку тӗллевпе мӗн пӗчӗкрен ачасемпе килте кӑна мар, сатикре те тутарла калаҫаҫҫӗ.

Сатикре 6 ушкӑн, 2-шӗ ясли шутланать. Унта пӗчӗккисене ҫителӗклӗ йышӑннӑ та ӗнтӗ. Кӑшт аслӑраххисен 4 ушкӑн. Хальлӗхе ҫурри тулнӑ. Пӗтӗмӗшле Урмаелти сатикӗн хушма корпусне 4 ялтан 70 ытла ача ҫӳреме пуҫлать, вырӑнсем татах та пур. Пӗчӗккисем валли кунта физкультурӑпа спорт залӗ, медицина тата кӗпе-тумтир ҫумалли уйрӑм пӳлӗмсем йӗркеленӗ. Ачасен аталанӑвне логопедпа психолог асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сатикри хӑтлӑхпа тимлӗ паллашрӗ. Иртнӗ ҫулсенче Комсомольски районӗнче 3 ача сачӗ хута янӑ, вӗсенче пӗчеккисем валли 500 яхӑн вырӑн йӗркеленӗ. Чӑваш Енре вара 2012-мӗш ҫултанпа 44 ача сачӗ ҫӗкленӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли кӑҫал тата 16 учреждени тумалла, ҫитес ҫул тепӗр 9 сатик уҫма палӑртнӑ.