Ял уявӗ тӗлне - пысӑк парне

Муркаш районӗнчи Шарпаш кӑҫал 160 ҫул тултарать. Уяв тӗлне кунта пурӑнакансем валли пысӑк парне тунӑ: Герман Иванов урамӗнче халӑх пуҫарӑвӗпе вак чулран ҫул сарнӑ.

Алена Артемкина, Екатерина Янгалакова

Ҫул сарса пӗтерни ял уявӗпе пӗр килчӗ. Ӑна илемлӗ вырӑнта - пӗве хӗрринче ирттерчӗҫ. "Пирӗн урам лайӑх вырӑнта вырнаҫнӑ, анчах ҫул пулманни кӑмӑла пӑсатчӗ"- терӗҫ кунта пухӑннӑ шарпашсем. Йӗпе-сапара вӗсен пылчӑк ҫӑрма тивнӗ. Техникӑпа мӗн те пулин турттарса килмелле пулсан урам типессе кӗтнӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини кӗрейменнипе аптраса ӳкнӗ ҫынна йӑтса тухни те пулнӑ. Людмила Волкова - ку тӑрӑхри чи хисеплӗ ҫынсенчен пӗри. Вӑл - Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Кунта 58-мӗш ҫул пурӑнать. Ял ҫӗнелсе пынишӗн кинеми питӗ хӗпӗртет.

Шарпашри Герман Иванов ячӗллӗ урам вӑрӑм. Кунта социаллӑ объектсем ҫук пулин те халӑх йышлӑ - 75 ҫуртра 186 ҫын пурӑнать. Чылайӑшӗн ҫӑмӑл машин пур, ҫавӑнпа халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа ҫул сарма май пуррине пӗлсен, ӑна ырласа йышӑннӑ.

Ҫул хакӗ - пӗр миллион та 200 пин тенкӗ. Тӑршшӗ - пӗр ҫухрӑм та 131 метр. Ял халӑхӗ пурӗ 274 пин тенке яхӑн пухнӑ. Тепӗр 344 пин тенкине вырӑнти бюджетран уйӑрнӑ. Ҫитменнине республика хыснинчен илнӗ. Сӑмах май, Муркаш районӗнче ятарлӑ программа 3-мӗш ҫул ӗҫлет. Кӑҫал кӑна 19 проект пурнӑҫа кӗртнӗ.

Халӑх пуҫарӑвӗпе ӗҫ тумалли программӑна муркашсем аван пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Халӗ Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫул сараҫҫӗ. Ӑна ҫак уйӑхра туса пӗтермелле.