Шупашкарта ветеринари клиники хута кайрӗ

Выльӑх тухтӑрӗсен професси уявӗ пулчӗ. Ӑна питомниксемпе станцисенче, пулӑ хуҫалӑхӗсенче, зоопарксенче ӗҫлекенсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарта уяв тӗлне ҫӗнӗ ветеринари клиники уҫӑлчӗ. 80 ҫынран тӑракан коллектив савӑнӑҫне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗпе пайларӗ.

Надежда Александрова, Виктор Степанов

Хӗрлӗ хӑйӑва касакансен йышӗнче республикӑн тӗп патшалӑх ветеринари инспекторӗ Сергей Скворцов пулчӗ. Вӑл ҫӗнӗ клиника тӗп хулашӑн кӑна мар, пӗтӗм Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Унччен ветеринарсем Константин Иванов урамӗнчи пӗр хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ. Ял хуҫалӑх академийӗн ҫуртне ҫак службӑна Юстици министерствин хушӑвӗпе 2013-мӗш ҫулта панӑ. Анчах та юсав пӗлтӗр кӑна пуҫланнӑ. Ҫулталӑкра унӑн сӑн-сӑпачӗ пач улшӑннӑ.

Клиника уҫӑлнӑ кун клиентсем те пулчӗҫ. Ҫӗнӗлӗхсене Марго кушак тата унӑн хуҫи Елена Плетнева чӑн малтан туйса илчӗҫ. Кунта йытӑ-кушак пӑхмалли пӳлӗмсем, хирургипе рентгенологи, узи кабинечӗпе лаборатори пур. Леонид Иванов ветеринари тухтӑрӗнче 13-мӗш ҫул тӑрӑшать. Халӗ йывӑр чирлӗ чӗр чуна та пулӑшма пултаратпӑр, - тет вӑл.

Хулан кашни районӗнче тенӗ пекех ветеринари службисем тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем килти чӗр чун сывлӑхне тимлесе тӑраҫҫӗ, вакцинаци тӑваҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗк грипӗ, Африка мурӗ тата уртаракан чир ан пултӑр тесе сыхӑ тӑраҫҫӗ. Клиника сменӑра 55-60 йышӑну тӑвать. Ҫулталӑкне ку кӑтарту 22 пинпе танлашать.