Пӗрлешӳре тӑрӑшакансем кӑна мар, хулара пурӑнакан ахаль ҫынсем те ҫӳреҫҫӗ

Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава тӗп хулари Мир проспектӗнчи кӗпер ҫумӗнчи чиркӗве ҫветить турӗ. Ӑна пӗрлештернӗ чукун ҫул хуҫалӑхӗн вӑйӗпе хӑпартнӑ.

Алексей Енейкин, Евгения Зиновьева, Семен Антонов

Апостолпа тан Константинпа Елена ҫветтуйсен ячӗпе хисепленекен чиркӗве чукун ҫул ҫумӗнчех 5 ҫул каялла тума пуҫланӑ. 2015-мӗш ҫулта кунта часовня хута янӑ. Халӗ вара юнашар алтарь ҫӗклесе чӑн-чӑн чиркӳ туса хунӑ. Ӑна уҫма Шупашкарпа Чӑваш Ен митрополичӗ Варнава хутшӑнчӗ. Владыка молебен ирттерсе кӗлӗ ҫуртне тур шыв сапса тасатрӗ. Этем ку тӗнчерен уйрӑлнӑ чух хӑйпе пӗрле ним те илсе каяйманнипе палӑртса, чиркӳ чуншӑн ӗмӗрлӗх усӑ пулнине каларӗ. Предприяти картишӗнче ҫак ҫурт ахальтен ҫӗкленмен. Пӗрлешӳ ертӳҫи Виктор Горбунов ӑна 10 ҫул каялла сарӑмсӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ хӗрне асӑнса лартма шутланӑ. Чукун ҫул хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансем ырӑ шухӑша кӑмӑлтан йышӑннӑ. Пархатарлӑ ӗҫре кашниех мӗнпе те пулсан пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Чиркӳ алӑкӗ малтанхи пайне хута ярсанах пуриншӗн те уҫӑ пулнӑ. Пӗрлешӳре тӑрӑшакансем кӑна мар, хулара пурӑнакан ахаль ҫынсем те ҫӳреҫҫӗ кунта.

Паянхи кунччен кунта кашни эрнерех кӗҫнерникунсерен кӗлле кӗрсе тӑнӑ. Алтарь хута яни чиркӳре уйрӑм пачӑшкӑ ҫирӗплетме май парӗ. Кун пирки Варнава митрополитран предприяти ертӳҫи те ыйтрӗ.