Патӑрьелте федераци программи пулӑшнипе ҫурт картишӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ

Патӑрьел районӗнче хуласене хӑтлӑх кӳмелли федераци программипе килӗшӳллӗн нумай хутлӑ ҫурт картишӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫакна авӑн уйӑхӗччен вӗҫлемелле. Ӗҫ мӗнле пынине республикӑн строительство министерствин специалисчӗсем тата Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрхасах тӑраҫҫӗ.

Елена Дмитриева, Никита Углев

Комаров урамӗнчи 15-мӗшпе 17-мӗш ҫуртсен картишӗсенче ӗҫ вӗрет. Строительсем тротуар сарса пӗтереҫҫӗ. Унччен ҫак лаптӑкра подряд организацийӗ ҫул юсанӑ, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем лартмалли вырӑна йӗркене кӗртнӗ, саксем вырнаҫтарнӑ, карта тытнӑ, урамра ҫутӑ кӗртнӗ. Халӗ ир пуҫласа каҫчен пӗчӗккисем ача-пӑча лаптӑкӗнче выляҫҫӗ. Сӑмах май, ӑна та кӑҫал ҫӗнетнӗ: чуччусем, ярӑнмалли тӑвайкки, турниксем лартнӑ, аслисем валли шахматла вылямалли сӗтел те пур. Кунта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ҫурт картишӗ палламалла мар улшӑннӑ. Подрядчик ӗҫе вӑхӑтра туса пырать. Строительство министерствинче тӑрӑшакансемпе Халӑх фрончӗн хастарӗсем подряд организацийӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлчӗҫ, ҫавах ҫитменлӗхсем те тупрӗҫ.

Дружба урамӗнче пурӑнакансен те строительсене ӳпкелешмелли тупӑннӑ. Юсав ирттернӗ хыҫҫӑн подъезд умӗнче ҫумӑр шывӗ пухӑнса тӑма пуҫланӑ. Ҫакна ҫынсем витрепе шыв сапсах ӗнентерчӗҫ.

Подряд организацийӗ ҫул сарнӑ чухне шыв юхтармалли канавсене туман. Унсӑр пуҫне асфальт ҫулпа тротуар хушшинче бордюр вырнаҫтарман. Ҫак ҫитменлӗх йӗпе-сапаллӑ вӑхӑтра кунта пурӑнакансене самай чӑрмав кӳме пултарать.

Ытти ӗҫсемпе Дружба урамӗнче пурӑнакансем кӑмӑллӑ. Ҫурт картишне проектпа килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртнӗ, ҫул сарнӑ, ача-пӑча лаптӑкӗ тунӑ. Халӗ ачасем хаваспах хӑйӑр ҫинче мечӗкпе выляҫҫӗ, велосипедпа, самокатпа ярӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе Дружба урамӗнче 2 миллион та 132 пин тенкӗлӗх ӗҫ тунӑ. Федераци программипе килӗшӳллӗн кӑҫал республикӑра 31 ҫурт картишне тата халӑх йышлӑ пухӑнакан 20 вырӑна ҫӗнетмелле.