Етӗрнере пуҫламӑш шкулӑн ҫӗнӗ ҫуртне хута ячӗҫ

Етӗрне ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. Сӑр хӗрринче вырнаҫнӑ хула 429 ҫул тултарчӗ. Уяв кунӗ унта пысӑк пӗлтерӗшлӗ объект хута кайрӗ - пуҫламӑш шкул уҫӑлчӗ. Ҫакна ашшӗ-амӑшӗ тахҫанах кӗтнӗ.


Алёна Артёмкина

Капмар та илемлӗ 3 хутлӑ ҫурта "Вӗрентӗве аталантармалли" республикӑн патшалӑх программи пулӑшнипе хӑпартнӑ. Етӗрнесене шкул уҫӑлнӑ ятпа Иван Моторин премьер-министр саламларӗ.

Ҫӗнӗ ҫурта хута яма 169 миллион ытла тенкӗ усӑ курнӑ. Етӗрнери унчченхи пуҫламӑш шкул кивелнӗ. Ӑна юрӑхсӑр тесе йышӑнсан, кӗҫӗн класс ачисене 3-мӗш шкула вӗренме куҫарнӑ. Пӗлӳ ҫуртӗнче тӑвӑр пулнӑ. Ҫакна кура пӗлтӗр ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑ.

Коридорсемпе классем пысӑк та ҫутӑ. Уяв ирттермелли тата спорт залӗсенче, столовӑйра ҫӗнӗ сӗтел-пукан вырнаҫтарнӑ. Компьютер класне те мӗн кирлипе пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. Интерактивлӑ доска та пур кунта. Шкул картишӗнче спорт площадки, кану вырӑнӗ йӗркеленӗ. Кӑҫал кунта парта хушшине 325 ача ларӗ. Учительсене ӗҫе илнӗ - 16 вӗрентекен тӑрӑшӗ кунта.