Волонтёр-медиксем ырӑ ӗҫ тума Куславкка районне ҫитрӗҫ

Республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнӑ проект тӗрлӗ районта пурӑнакансене ялтан тухмасӑрах тухтӑрсемпе тӗл пулма май парать. Врачсем хӑйсем ҫынсем патне каяҫҫӗ. Черетлӗ тӗлпулу Куславкка районӗнчи Ырашпулӑх ялӗнче иртрӗ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ пысӑк ушкӑн ирех ял халӑхне сывлӑха ҫирӗплетме вӗрентет. Ятарлӑ машинра юн пусӑмне тӗрӗслеттерме е анализ пама пулать. Уйрӑмах аслӑ ӳсӗмрисем савӑнсах черет тӑраҫҫӗ. «Юнри сахӑр виҫине пӗлни те паха», - теҫҫӗ. Ҫывӑхри Культура ҫуртӗнче вара Ҫӗнӗ Шупашкарти шӑл сиплекен поликлиника тухтӑрӗсем ачасемпе тӗл пулчӗҫ. Шӑлсене мӗнле тасатмаллине тата упрамаллине вӗрентрӗҫ. Хӑйсем хатӗрленӗ спектакль кӑтартрӗҫ.

Ял халӑхӗ Сывлӑх сыхлавӗн министерствин специалисчӗсене хӑйсен нуши пирки те пӗлтерчӗҫ. Кивӗ фельдшерпа акушер пункчӗ вырӑнне ҫӗнни тума ҫук-ши тесе кӑсӑкланчӗҫ.

Ҫӗнӗ медпункт тӑвас ыйтӑва ҫитес ҫулсен планне кӗртме палӑртнӑ. Хальлӗхе вара ӑна медик-волонтерсем сӑрласа илемлетрӗҫ. Ял халӑхне кунта Шупашкартан килнӗ тухтӑрсем йышӑнчӗҫ.

Тухтӑрсем халӗ ҫакӑн пек ҫулҫӳреве тӑтӑшах тухма палӑртнӑ.