Хусанта ҫамрӑк профессионалсен тӗнче чемпионатне йӗркелеме Чӑваш Енри яш-кӗрӗм те пулӑшӗ

Ҫак эрнере Хусанта " Worldskills" тӗнче чемпионачӗ пуҫланать. Унта 69 ҫӗршывран пин ҫурӑ ытла ҫамрӑк хутшӑнать. Чӑваш Ен чысне Евгений Краснов кондитер хӳтӗлӗ. Унпа пӗрлех Тутарстана волонтёрсем те ҫула тухрӗҫ.

Елена Дмитриева, Оксана Замятина, Никита Углев

Ҫамрӑк профессионалсен "WorldSkills" чемпионачӗ ҫулталӑкри чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри. Вӑл Хусанта ҫурла уйӑхӗн 22- 27-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш каччи Евгений Краснов. Халӗ ҫамрӑк кондитер тупӑшӑва хатӗрленет, ҫавӑнпа та журналистсемпе тӗл пулаймарӗ. Унпа пӗрле ҫӗршыв чысне тӗрлӗ регионти 14 хӗр тата 49 каччӑ хӳтӗлет. Ҫамрӑк профессионалсем хӑйсен ӑсталӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартӗҫ.

Чемпионата йӗркелеме волонтерсем пулӑшӗҫ. Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсене тӗплӗн суйланӑ. Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗччен вӗсемпе пин ҫурӑ ытла тӗл пулу ирттернӗ. Хусанта ӗҫлес текенсен йышӗнче ҫамрӑксемпе пӗрлех аслӑ ҫулхи ҫынсем те пулнӑ.

Волонтерсен алӑ усса ларма вӑхӑт пулмӗ. Кашнин хӑйӗн тивӗҫӗ пур.
Чӑваш Ен делегацине лекме ют чӗлхесене лайӑх пӗлни пулӑшрӗ, палӑртаҫҫӗ каччӑсемпе хӗрсем. Пӗтӗмпе ҫамрӑк профессионалсен чемпионатне 3 пин ҫурӑ ытла волонтер хутшӑнать.