Комсомольски районӗнче тыр-пул выраҫҫӗ, кӗрхисем акма ҫӗр хатӗрлеҫҫӗ

Республикӑри хуҫалӑхсенче вырма пырать. Каҫал тӑрӑхӗнче тӗш тырӑ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 14 пин те 500 гектар ҫинчен пухса кӗртмелле. Кӑҫалхи тухӑҫпа ҫӗр ӗҫченӗ кӑмӑллӑ-и тата ӑна кӗлете вӑхӑтра кӗртме ӗлкӗрет-и?

Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова

Комсомольски тӑрӑхӗнче ыраш анисене тирпейлесе пӗтернӗ. Халӗ кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пекех тулӑ пуссинче ӗҫ вӗрет. "Труд" хуҫалӑхра тыр-пул 730 гектар лаптӑк йышӑнать. Кӗрхи ыраша пухса кӗртнӗ. Тухӑҫӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан аванрах - гектартан вӑтамран 28 центнер. Тулӑ тата ытларах - гектартан 30 центнер тухасса кӗтеҫҫӗ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем. Уяр ҫанталӑкпа усӑ курса ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем.

Кӑҫал ҫанталӑк самай ура хучӗ ҫӗр ӗҫченӗсене. Ҫуркунне типӗ пулчӗ, ҫулла ҫумӑрпа сивӗсем аптратрӗҫ, ҫавна май выльӑх апачӗ хатӗрлеме чӑрмавлӑ пулнине палӑртаҫҫӗ хресченсем. "Труд" хуҫалӑхри пӗтӗмӗшле ҫӗр лаптӑкӗ пин ҫурӑ гектар. Районӗпе вара кӗрхисем тата нумайрах пӗтнӗ. 5 пин гектартан 3700-шӗ сая кайнӑ. Ял хуҫалӑх предпрятийӗсем 21 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем ҫитес ҫул лару-тӑру лайӑхрах пуласса шанаҫҫӗ.

Паянхи кун тӗлне Комсомольски тӑрахӗнчи хуҫалӑхсенче кӗрхисем валли пурӗ 1200 ытла гектар ҫӗр хатӗрленӗ.