Сӗнтӗрвӑрри районӗнче куҫса ҫӳрекен поликлиника пулчӗ

Сӗнтӗрвӑррине Республикӑри ача-пӑча пульницин тухтӑрӗсем ҫитрӗҫ. Ҫур кунта вӗсем 90 пӗчӗк пациента йышӑнчӗҫ.

Алексей Енейкин, Татьяна Иванова, Виктор Степанов

Ятарлӑ проект Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Ача-пӑча клиника больницин тухтӑрӗсем кӑҫал 24 ял-хулара пулнӑ, 2 пин ытла ҫамрӑкӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ. 141-ӗшне сипленме янӑ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче 3 пин ҫурӑ ача. Пурте районти педиатрсем патӗнче тӗрӗсленсе тӑраҫҫӗ. Ялсенче вара фельдшерсем кӑна. Ҫавӑнпа та аякка каймасӑрах пысӑк квалификациллӗ специалистпа тӗл пулма май пурри - пысӑк ҫӑмӑллӑх.

Район пульницине Шупашкарти тухтӑрсем килнӗ ҫӗре ачасенчен анализсем илнӗ. Ҫавна май врачсем пӗчӗк пациентсене ҫийӗнчех кирлӗ сӗнӳ-канаш пама тата тӗрӗс сиплев палӑртма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр специалистсем районсенче уйрӑмах ҫителӗксӗр.

Тухтӑрсем патне килнӗ ачасен йышӗнче шала кайнӑ чирпе аптракансем нумай. Пульницӑра пурне те меллӗ пултӑр тесе кашнинех палӑртнӑ вӑхӑтра йышӑнаҫҫӗ.