Ҫӗнӗ Шупашкарта ача сачӗ ҫӗкленет

"Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал Чӑваш Енре 16 ача сачӗ тӑваҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ.

Леонид Петров, Оксана Замятина, Михаил Солин

Ҫурта ҫӗклеме федераци, республика тата хула хыснисенчен пурӗ 117 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӑна "Демографи" наци проекчӗпе пулӑшнипе тӑваҫҫӗ. Конкурс ирттерсе суйланӑ подрядчикпе иртнӗ ҫулталӑк вӗҫӗнче килӗшӳ тунӑ. Ӗҫе пуҫӑнма ирӗк илнӗ хыҫҫӑн, строительсем нарӑс уйӑхӗнче пулас сатик никӗсне хывнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ҫурта купалама пуҫланӑ. 3 хутлӑ ача сачӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш микрорайонта пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтнӗ парне пулӗ. Кунта 220 ачана йышӑнӗҫ. Проект тӑрӑх ҫуртра канмалли, вылямалли уйрӑм пӳлӗмсем, апат хатӗрлемелли вырӑн, спорт тата музыка залӗсем пулӗҫ.

Строительсем кунта ир пуҫласа каҫченех вӑй хураҫҫӗ. 35 - н тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Малтанхи тапхӑрта ӗҫе йӗркелессипе йывӑрлӑхсем пулнӑран графикрен кӑшт юлтӑмӑр, ҫанталӑк та чӑрмав кӳчӗ, - теҫҫӗ рабочисем. Халӗ ӗҫ кал-кал пырать.

"Ҫӗнӗ микрорайон хӑвӑрт аталанса пырать, ытларах кунта ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа ача сатне кунта уҫма йышӑнни ӑнсӑртран мар", - теҫҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Ҫурта ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен купаласа пӗтермелле. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӑл йӑлт хатӗр пулмалла. Ҫак куна ашшӗ-амӑшӗ куҫ пек кӗтет.