Етӗрнери библиотека кӗнекесемпе пуянланчӗ

Паллӑ инженер-ученӑй, техника наукисен докторӗ Василий Николаев ҫуралнӑранпа кӑҫал 80 ҫул ҫитрӗ. Хӑй пурнӑҫӗнче вӑл чӑваш историне тӗпчесе чылай кӗнеке кӑларнӑ. Пӗлтерӗшне вӗсем нихӑҫан та ҫухатмӗҫ. Етӗрне районӗнче пурӑнакансем ку кӑларӑмсемпе халӗ ҫывӑхрах паллашма пултарӗҫ.

Алёна Артёмкина, Семён Антонов

Василий Николаев Пушкӑрт тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш. Пурӑна киле вӑл тӑван халӑх пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тата авалхи историйӗпе кӑсӑкланма, кӗнекесем ҫырма пуҫланӑ. Ӑсчах хатӗрленӗ "Чӑваш ҫи-пуҫӗ авалхинчен пуҫласа паянхи таран", "Чӑваш халахӗн генеологийӗ", "Чӑвашсен несӗлӗсен историйӗ" тата ытти кӗнекене тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ. Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов тата истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ҫак кӑларӑмсене Етӗрне районӗн библиотекине парнелерӗҫ.

Кӗнкесене ахальтен мар Етӗрне район библиотекине пама йышӑннӑ. Василий Николаевӑн мӑшӑрӗ, Васса Андреевна, ку тӑрӑхри Кӑкшӑм ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Василий Васильевич 2000-мӗш ҫулта Константин Иванов ячӗллӗ историпе культура тӗпчевӗн фондне йӗркеленӗ. Унти хастарсем тӑван халӑх историйӗпе кӑсӑкланса Чӗмпӗр, Самар, Оренбургпа Пушкӑрт тӑрӑхӗсенче наука экспедицийӗсене ирттернӗ. Сӑмах май, ҫак фонда халӗ истори наукисен докторӗ Виталий Иванов ертсе пырать.

Василий Васильевич хӑй вӑхӑтӗнче чӑвашсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакан чылай автора кӗнеке кӑларма укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ. 2007-мӗш ҫулта вӑл йывӑр чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пурӑннӑ пулсан кӑҫал Василий Николаев 80 ҫул тултармаллаччӗ. Вӑл Оренбургри пысӑк предприятире тӗп инженерта ӗҫленӗ. Апла пулин те чӑвашлӑха аталантарассишӗн, тӑван халӑхӑн историне уҫӑмлатассишӗн чылай тӑрӑшнӑ.

Кӗнекесене Етӗрне районӗнчи 21 библиотекӑпа 15 шкула валеҫсе парӗҫ. Вӗсем хӑйсен вулаканне тупаҫҫех!