Шупашкарта 9-мӗш хут регионсем хушшинчи архив вулавӗсем иртрӗҫ

Ӑна Чӑваш Енри культура министерстви пулӑшнипе Патшалӑх управӑшӗсем йӗркелеҫҫӗ. Черетлӗ тӗлпулу Истори архивӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче хӑна пухрӗ.

Алексей Енейкин, Екатерина Янгалакова

Архив вулавӗсем кашни ҫулах пӗр-пӗр паллӑ пулӑмпа ҫыхӑнса хӑйсен сумне ӳстерсе пыраҫҫӗ. Кӑҫалхи уява Шупашкар юбилейне халалланӑ. Аваллӑх управҫисем истори материалӗсем ҫине таянса тӗп хуламӑр пирки кӑсӑклӑ презентаци хатӗрленӗ. Архив тытӑмӗнче халӗ ученӑйсем ӗҫлени те, паллах, пысӑк ҫитӗнӳсем тума пулӑшать. Кӑҫал кӑна пуян фондпа усӑ курса хатӗрленӗ ҫул кӑтартакан 2 справочник ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Федор Козлов, сӑмахран, чи лайӑх архивист ята тивӗҫнӗ. Кӗҫех кунта тата Шупашкарпа паллаштаракан 6 томлӑ кӗнеке пуххине пахалама хатӗрленеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ вулавсем вара тӗрлӗ регионти архивистсене пӗр-пӗрин пултарулӑхӗпе паллашма май параҫҫӗ. Кунтах ӑсчахсем кӑткӑс ыйтусемпе ҫыхӑннӑ докладсем тӑваҫҫӗ. Малалла мӗнлерех ӗҫлемеллине палӑртаҫҫӗ. Культура министрӗ Константин Яковлев архивра тӑрӑшакансен ӗҫӗ историри чӑнлӑха упрассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

Паянхи кун-ҫул уттинчен юлмасӑр тӗрлӗ ӗҫре палӑракан архивистсене Константин Яковлев тав хучӗсемпе чысларӗ. Унтан аваллӑх управӑшӗсене ҫӗнӗ компьютерсемпе тата ытти кирлӗ хатӗрсемпе пуянлатма пулӑшакан сертификатсем пачӗ. Пӗтӗмпе 25 миллион тенкӗлӗх патшалӑх пулӑшӑвӗ. 16 миллионӗ - истори архивне.

Истори архивӗ иртнӗ ҫулсенче уйрӑмах палӑрмалла пуянланчӗ. Чи пысӑк ҫитӗнӳ, паллах, ҫӗнӗ корпус хута яни. Унсӑр пуҫне кашни документа кирлӗ пек упрассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫалтан материалсене ҫакӑн пек ятарлӑ уйрӑм курупкӑсенче сыхланма пуҫлӗ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хальхи самана тата электронлӑ документсен патшалӑх архивӗсем те укҫа-тенкӗпе пулӑшмалли сертификатсене тивӗҫрӗҫ. "Чӑвашкино" студие "Газель" машин парнелерӗҫ.

Архив ертӳҫисен сӑмахӗпе, ҫак ҫулсенче тивӗҫнӗ чухлӗ пулӑшу аваллӑх управӑшӗсем малтан нихҫан та илсе курман.