Ялти хӑтлӑх хуларинчен кая мар пулӗ

Красноармейски салине хӑтлӑлатма тата тирпей-илем кӗртме кӑҫал 4 миллион ҫурӑ ытла тенкӗ пӑхса хунӑ. План тӑрӑх ку укҫапа 2 обществӑлла вырӑнпа 2 нумай хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнчи картиш сӑн-сӑпатне улӑштармалла.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Чӑн малтанах улшӑнусем Красноармейски варринче пулнӑ. Унччен администраци ҫуртне йӗри-тавра карталанӑран, ҫынсем кунта ҫӳреймен. Ҫитменнине, йывӑҫ-тӗм кашласа ларнӑ. Салара пурӑнакансем те, хӑнасем те ку вырӑна асӑрхаман. Халӗ вара лаптӑк кашни иртен ҫӳрене савӑнтарать. Скверта тротуарсем сарнӑ, саксем вырнаҫтарнӑ, фонтан тунӑ, чечексем лартнӑ. Ял ҫыннисен сӑмахӗпе унччен кун пекки нихӑҫан та пулман.

Ӗҫсем ҫакӑнпа вӗҫленмен. Хулана хӑтлӑлатмалли программӑпа строительсем нумай хваттерлӗ ҫурт ҫумӗнче пуҫланӑ юсава вӗҫлеҫҫӗ. Кӗҫех Васильев урамӗнчи пӗрремӗш ҫурт картишӗ тӗпрен улшӑнӗ. Кунта асфальт сарнӑ, бордюрсене улӑштарнӑ. Ҫитес кунсенче ҫутӑ юписене вырнаҫтармалла. Унпа пӗрлех ача-пӑча вылямалли кӳлепесемпе саксем лартса тухмалла. Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫ хунӑ паттӑрсен скверӗ те палӑрмаллах ҫӗнелӗ.

Рабочисем хальхи вӑхӑтра брусчатка хураҫҫӗ. Ҫар техники валли постаментсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫулӑм ҫунса тӑмалли вырӑна юсаҫҫӗ.

Ҫӗнтерӳ 30 ҫулӗн урамӗнче те хӗрӳ ӗҫ пырать. Строительсем ҫухрӑма яхӑн тротуарсем тӑваҫҫӗ. Почта умӗнчи лаптӑкра тепӗр сквер пулӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн никӗсне хатӗрлеҫҫӗ. План тӑрӑх ку вырӑн районти ял тӑрӑхӗсене пӗрлештерекен кӗтес пулӗ. Скверта ялавсем, фонтан вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ялти хӑтлӑх хуларинчен кая мар пулӗ.