Вӗлле хурчӗсем ҫулталӑкӗпех икӗ хутлӑ чаплӑ керменте пурӑнаҫҫӗ

Иртнĕ 10 çулта пирĕн çĕршывра пыл туса илесси 22 процент чухлĕ ÿснĕ. Вĕлле хурчĕсене ытларах килти хушма хуçалăхсенче тытаççĕ. Чăваш Енре 5 пин ытла çын хурт-хăмăр ĕрчетет. Пĕлтĕр вĕсем 840 тонна пыл юхтарнă. Çĕрпÿ районĕнчи Камайкасси ялĕнчи Алексей Фёдоров утарĕнче халĕ шăпах хĕрÿ вăхăт. Ун патӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗпе Денис Паспековпа пӗрле эпир те хӑнара пулса куртӑмӑр.

Екатерина Фомина, Владимир Синдеев

Алексей Фёдоров пыл хурчӗсемпе 1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех пӗр чӗлхе тупнӑ. Ун чухне пӗрле ӗҫлекенӗ ӑна икӗ хурт ҫемйи парнеленӗ. Унтанпа йыш хушӑнсах пынӑ. Халӗ хуҫалӑхра 50 вӗллене яхӑн.

Пыл карасĕсене Алексей Фёдоров ăвăсран хăех тăвать. Çакна валли ятарлă хатĕр туяннă. Хими хутăшĕсемпе усă курмасть. Таса, техĕмлĕ çимĕç пултăр тесе тимлет вăл. Çавăнпах пулĕ чăваш пылне ытти тăрăхра та кăмăллаççĕ. Уйрăмах çăка чечекĕнчен пухнине хаклаççĕ, - каласа кӑтартать хурт-хӑмӑр ӑсти. Сăмах май, çынна сĕниччен пыла Алексей Игнатьевич тĕрĕслеттерсе пахалăх сертификатне илет. "Карника" тата "карпатка" ӑратсемпе ӗҫлет вӑл. Ун утарӗнче хуртсем ҫулталӑкӗпех икӗ хутлӑ чаплӑ керменте пурӑнаҫҫӗ. Ҫуртӑн икӗ енӗпе вӗсене тухса ҫӳреме вӗлле шӑтӑкӗсем касса кӑларнӑ. Кунта хӑтлӑ, ҫутӑ, таса, ҫил, ҫумӑр лекмест, сивӗ те хӑратмасть. Хуртсем хӗрсе ӗҫленӗ вӑхӑтра утарҫӑ хӑй те ҫакӑнтах ҫывӑрать. Сиплӗ сывлӑш сывлӑха ҫирӗплетме пулӑшать, тет вӑл. Темиҫе ҫул каялла Алексей Игнатьевичӑн инфаркт пулнӑ.

Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче ӗҫре кирлӗ хатӗрсем упранаҫҫӗ, пыл юхтармалли пӳлӗм те кунтах. Кӑҫал пӗр ҫемьерен 40 килоран нумайрах пылак ҫимӗҫ илейрес ҫук, - тет утарҫӑ.

Сӑмах май, пирӗн республикӑра Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан хуртсем йышпа пӗтни пулман. Ҫавах хӑш-пӗр ҫемье вӑйсӑрланса юлнине палӑртаҫҫӗ утарҫӑсем. Сӑлтавне анасене им-ҫам сапасси пирки вӑхӑтра пӗлтерменнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ку ыйтӑва халӗ пысӑк тимлӗх уйӑрассине каларӗ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Денис Паспеков. Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑри утарсене пурне те шута илсе паспорчӗсене хатӗрлеме тӗллев лартнӑ. Хурт-хӑмӑр ӑстисен ветеринарсемпе те тачӑрах ҫыхӑнса ӗҫлемелле. Утар тытас тесен нумай пӗлмелле, - тет Алексей Фёдоров. Ҫавӑнпах ятарлӑ пӗлӳ илес тесе хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Рязань облаҫӗнчи Рыбное хулинчи хурт-хӑмӑрҫӑсен академине ҫул тытнӑ. Унта вӗренни ӑна самай аталанма пулӑшнӑ. Халӗ хӑй те ыттисене сӗнӳ -канашпа пулӑшать.