Шуршӑлта Андриян Николаева халалланӑ акцие йыхравлаҫҫӗ

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗ чӑваш халӑхӗн тата космонавтика историйӗнче паллӑ кун. Пирӗн ентеш Андриян Николаев 1962-мӗш ҫулта "Восток-3" караппа тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑ. Унтанпа 57 ҫул ҫитрӗ, ҫак куна халалласа республикӑра кашни ҫулах тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал "Пӗрремӗш чӑваш космонавчӗ" акци иртӗ.

Екатерина Фомина

Ҫапла 57 ҫул каялла пӗрремӗш хут космоса чӑваш ҫынни вӗҫсе хӑпарнӑ. Карапа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл каччи Андриян Николаев тытса пынӑ. 4 талӑкра ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӑл 64 хутчен ҫаврӑннӑ. Пирвайхи хут этем уҫлӑхра темиҫе кун пулнӑ. Креслӑран вӗҫерӗнсе карапра хӑй тӗллӗн куҫса ҫӳреме пултарнӑ. Николаев хыҫҫӑн тепӗр кунне "Восток -4" караппа Павел Попович ҫӗкленнӗ. Космонавтсем ушкӑнлӑ пӗрремӗш вӗҫев йӗркеленӗ, пӗрле калаҫса ӗҫленӗ. Ун чухне карапран телепередача сеансӗ те ирттернӗ.

Чӑваш Ене Андриян Николаев пӗтӗм тӗнчипе чапа кӑларнӑ. Вӑл Совет Союзӗн Икӗ хут геройӗ, авиацин генерал-майорӗ, Шупашкар тата ытти нумай хулан хисеплӗ гражданинӗ. Ҫӗршыври чылай хулари урамсене, парксене ун ятне панӑ, ӑна халалласа палӑксем лартнӑ, тӑван ялӗнче вара мемориал комплексӗ йӗркеленӗ. Ҫитес вырсарни кун унта хӑнасене йышӑнма хатӗрленеҫҫӗ.

Иккӗмӗш хут космосра Андриян Николаев 1970 -мӗш ҫулта пулнӑ. Унтан космонавтсене хатӗрлес ӗҫе кӳлӗннӗ, депутат тивӗҫне пурнӑҫласа пынӑ. Пурӑннӑ пулсан авӑн уйӑхӗнче чӑваш кӑйкӑрӗ 90 ҫул тултармаллаччӗ. Андриян Григорьевич ҫуралнӑ кунӗ те республикӑра нумай ӗҫ-пуҫ иртӗ. Унӑн ячӗ, пархатарлӑ ӗҫӗ яланлӑхах халӑх асӗнче пулӗ.