Елчӗк районӗнчи ӳнерҫӗ тӑван тавралӑх илемне сӑнласси хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать

Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль хӑйӗн илемне ыттисене кӑтартассишӗнех художник ҫуратса ӳстернӗ, тейӗн. Ялта пурӑнакан Валерий Красновӑн картинисем ҫинче - ытарайми ҫырма-ҫатрапа ҫӑлкуҫсем, ваттисен йӑлисене хисеплесе пурӑнакан ӗҫчен ҫынсем. "Мана ҫак тавралӑх ӑс-тӑн парса ҫитӗнтернӗ", - тет ӳнерҫӗ.

Марина Карягина, Никита Углёв

Валерий Краснов ӳкерес ӑсталӑха ӳнер училищинче, унтан академире илнӗ, аслӑ шкул хыҫҫӑн ҫуралса ӳснӗ ялне таврӑннӑ. "Ашшӗ ҫурчӗн тӗтӗмне сӳнме памарӗ" теҫҫӗ ун пеккисем ҫинчен. "Халӑх ӑс-тӑнӗ - сӑмахлӑхра, ҫавӑнпа ялти ват ҫынсен юрри-халапне ҫырса илетӗп", тет пир ҫине халӑхӑмӑрӑн чӑн сӑн-сӑпатне ӳкерсе хӑварма тӑрӑшакан художник. Унӑн хайлавӗсенче ҫирӗклӗшӑхальсем хӑйсене палласа илеҫҫӗ.

Шупашкарти ӳнер музейӗнче 50 ҫул тултарнӑ ятпа уҫнӑ куравне те Валерий "Эпир пӗр тымартан" тесе ят панӑччӗ. Ҫак шухӑш унӑн мӗнпур ӗҫне ҫыхӑнтарса тӑрать - ӳнер лаҫҫинчи кашни хайлав ҫакна ҫирӗплетет. Иртнӗ ҫуркунне анчах-ха вӑл Аслӑ Таяпана кайса Авалхи Пӑлхар хулашне ӳкерме пуҫланӑ. "Хамӑр халӑхӑн иртнӗлӗхне ҫырнӑ чухне чунпа ун чухнехи пурнӑҫа куҫса кайнӑнах туятӑп", - тет художник.

Килти чи сумлӑ вырӑнта - ашшӗпе амӑшӗн портречӗсем. Вӗсен пилӗпе пурӑнакан ӳнерҫӗ хуҫалӑхӗнче ӗлӗкхи япаласен пӳлӗмӗ валли те вырӑн тупӑннӑ. Ял-йышпа тӑванӗсен аллинче выляса тӑнӑ ӗҫ хатӗрӗсем ӑна ӳкерме пулӑшаҫҫӗ-мӗн.

Пӗччен пурӑнакан художник хӑй те ват ҫын пекех калаҫать: "Ҫынна ӗҫ пурӑнма вӗрентет", - тет. Мӗншӗн хулана юлманнине те вӑл ӗнентерӳллӗн ӑнлантарать.

Ӗҫ хатӗрӗсен сассинче кӗвӗ илтсе ӳснӗ Валерий юрӑ та хайлать: сӑвви те, кӗвви те хӑйӗнех.