Красноармейски районӗнчи фермер патшалӑх тӗревӗпе хуҫалӑхне аталантарать

Нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗскер, вӑл мӗн пӗчӗкрен ӗҫе хӑнӑхнӑ. Красноармейски районӗнчи Анатолий Игнатьев фермер тӑван тӑрӑхшӑн усӑллӑрах пулассине туйса, хула илӗртнине пӑхмасӑрах ялта юлнӑ. Йӑнӑшман. 11 ҫул каялла 25 гектар ҫӗр ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑскерӗн халӗ хуҫалӑхӗ 600 гектара ҫитнӗ. Малӗмӗтлӗ ӗҫченӗн тӗллевӗсем тата пысӑкрах.

Леонид Петров, Вадим Владимиров

Фермер ӗҫне пуҫӑнасси Анатолий Николаевичӑн килте выльӑх-чӗрлӗх усранинченех тытӑннӑ. Ҫулсерен мӑйракаллӑ шултра выльӑх пуҫӗ ӳснӗрен картиш тӑвӑрланса пынӑ. Ҫавӑнпа вӑл 2008-мӗш ҫулта хресчен фермер хуҫалӑхӗ йӗркелеме шут тытнӑ. Малтан 25 гектар ҫӗр ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хуҫалӑх аталанса, сарӑлса пынӑ. Унччен "Нива" кооперативӑн пулнӑ сысна комплексне илнӗ. Фермер унта ӗне-вӑкӑр ӗрчетет. Халӗ выльӑх шучӗ 100 пуҫран та иртнӗ. Вӗсенчен ҫурри - сӑваканнисем. Игнатьевсене чӗр тавара сӗт-ҫу заводне ӑсатни тупӑш парать. 2017-мӗш ҫулта фемер 7 миллион та 440 пин тенкӗ грант илнӗ. Тепӗр 5 миллион тенкӗ хӑй укҫине хушса ҫӗнӗ ферма хӑпартма шут тытнӑ. Ҫакӑн валли строительство материалӗсем, тислӗк кӑлармалли, ӗне сумалли хатӗрсем, холодильниксем, техника туяннӑ. Вӑл шутра трактор тата прицеп. Фермер хӗле кӗриччен ӗнесене ҫӗнӗ вырӑна куҫарма палӑртать. Вӗсене кунта кӑкармасӑр усрӗҫ.

Фермер ӗҫе хӑй вӑйӗпех тӑвать, ятарлӑ организацие явӑҫтарман. Ҫакӑ укҫана перекетлет. Хальхи вӑхӑтра витен кӑшкарне, стенисене тунӑ, бетон урай сарнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра ҫурта тӑрӑ айне лартмалла.

Малашне утта та ирӗкре усрамӗҫ. Хуҫалӑхра выльӑх апачӗ валли управӑш тӑваҫҫӗ. Унӑн тӑррине ҫак эрнере витсе пӗтермелле. Унтан мӗн пур вӑя ферма тӑвас ҫӗре ярӗҫ. Анатолий Николаевича ачисем те пулӑшаҫҫӗ.

Красноармейскисен ял хуҫалӑх тытӑмӗнче ырӑ улшӑнусем татах пур. Лаптӑкӗ пӗчӗк пулин те, тухӑҫлӑхӗ пысӑк, тет район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

Районта паянхи куна 11 хуҫалӑх тата 40 яхӑн фермер. Вӗсем 20 пин гектар ҫӗр ҫинче тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрин ҫитӗнӗвӗсем теприсене хавхалантараҫҫӗ.