Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче хӑйнеевӗрлӗ чечексем ҫурӑлчӗҫ

Вӗсене пӗрре пӑхсан - чӗрӗ тейӗн, ҫапах та апла мар - сивӗ фарфортан ӑсталанӑскерсем. Утмӑл турат, ҫеҫпӗл, сирень, мӑкӑнь ҫеҫкисем тата вырӑспа голланди ӳнерҫисен калӑпӑшлӑ картинисем куҫа савӑнтараҫҫӗ. Вӗсен авторӗ - Тулӑри Елена Сафиева художник.

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Екатерина Янгалакова

Залра чечек шӑрши сарӑлнӑ пек туйӑнать. Елена Сафиева пӗлтернӗ тӑрӑх, кашни куракан экспонатсене тытса пӑхма хӑтланать. Хӑшӗ-пӗри вӗсем типӗтнӗскерсем тесе шутлать. Чечексем чӑннисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманни - автор тивӗҫӗ. Унӑн самай тӑрӑшма тивнӗ. Ҫак утмӑлтурат ҫыххине Левитан картини тӑрӑх ҫур ҫул ӑсталанӑ ӳнерҫӗ. Пӗтӗм коллекципе вара 5 ҫул ӗҫленӗ. Сивӗ фарфор вӑл - полимерлӑ тӑм. Сывлӑшра хӑйне хӑйех хытса лараканскер. Пӗр чечек тума та темиҫе сехет кирлӗ. Тӑма якатмалла, касмалла, талӑк типӗтмелле. Ӗҫе тытӑниччен Елена ботаника кӗнекисене тӗпчет, чечек пирки вуласа пӗлет. Ҫавӑнпах кашни ӳсен-тӑран пурнӑҫри пекех пулса тухать. Чечексем тӗкӗлтурасене илӗртнине те асарханӑ автор.

Сирень пуххинче куракансем час-часах пилӗк ҫулҫӑллине шыраҫҫӗ. Ун пекки пур, тет художник. Ҫавӑнпа та татса илесрен сыхланса экспонатсене кантӑк айне пытарма тивет. Елена Сафиева ӳнерҫе ятарласа вӗренмен, ҫав вӑхӑтрах яппун тата америка керамисчӗсем патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. Вӗсен техники питӗ хӑйнеевӗрлӗ. Кунтах вырӑс тата голланди ӳнерҫисен паллӑ ӗҫӗсен виҫӗ "Д" моделӗсене те курма пулать.
Куравпа Раҫҫейри нумай хулара паллаштарнӑ. Черчен экспонатсене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна питӗ асӑрханса куҫармалла. Хӑш-пӗр пайӗсем ҫухални те пулкалать. Шупашкарта та пӗтӗм ӗҫе тӑратаймӑн, ку вӑл пысӑк коллекцин пӗчӗк пайӗ кӑна. Елена илемлӗхпе ытларах ҫынна паллаштарасшӑн. Чӑваш патшалӑх музейӗнчи экспозици авӑн уйӑхӗн 22-мӗшчен ӗҫлет. Ун хыҫҫӑн ӑна нумайлӑха чикӗ леш енне ӑсатаҫҫӗ.