Чӑваш Енре иртнӗ эрнере харӑсах темиҫе ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ

Халӗ вӗсем васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче сипленеҫҫӗ. Пациентсен историне тата тухтӑрсен сӗнӗвне пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ тимлерӗ.

Елена Дмитриева, Оксана Замятина, Вадим Владимиров

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Владимир Вечеркин хӑнасене кӗтсе илме хатӗрленсе мунча хутнӑ. Ҫӗнӗ милӗк тума вара велосипедпа вӑрмана кайнӑ. Вӑрӑм кунчаллӑ атӑ, ҫӑтӑ тум-тир тӑхӑннӑ. Анчах ҫакӑ та ӑна сыхламан. Пӗр хурӑн ҫывӑхӗнче ӑна ҫӗлен тапӑннӑ.

Киле ҫитсен Владимир Ильич васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ чӗннӗ. Вӑхӑтра ҫитнӗ тухтӑрсем эмел парса арҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Сӑмах май, кӑҫал республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Ытларах больницӑна ҫынсем Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Канаш, Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчен лекнӗ.

Раҫҫейре 36 тӗрлӗ ҫӗлен шута илнӗ, вӗсенчен 11-шӗ - наркӑмӑшлӑ. Чӑваш Енре хура ҫӗленрен сыхланмалла. Вӗсем 1 метр тӑршшӗ таран пулма пултараҫҫӗ, ытларах ака тата ҫу уйӑхӗсенче тухаҫҫӗ. Хура ҫӗлен тӗрлӗ чӗр-чун йӑвинче, курӑк ӑшӗнче пурӑнать. Вӗсем шӑв-шавран тарса пытанаҫҫӗ, ҫапах та ҫынсене тапӑннӑ тӗслӗх те пулкалать.

Тухтӑрсем ҫынсене вӑрманта асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Енчен те ҫӗлен сӑхсан - наркӑмӑша ӗмсе кӑлармалла. Чӑн та, ҫӑварта нимӗнле суран та пулмалла мар. Унтан сӑхнӑ вырӑна мӗнпе те пулин ҫыхмалла, тӳрех васкавлӑ медицина пулӑшӑвне шӑнкӑравламалла. Тухтӑрсем ҫапла майпа наркӑмӑшланнӑ ҫынсене 7 кунран пуҫласа 11 кун таран сиплеҫҫӗ. Хӑш пӗр чухне бльницӑра уйӑх таран выртни те пулать.