Пухнӑ опыт пурнӑҫра та кирлӗ пулӗ

Республикӑри вожатӑй пултарулӑхӗн фестивалӗ чи хастар каччӑсемпе хӗрсене Атӑл леш енче пуҫтарчӗ. Мӗнпе тӗлӗнтернӗ ҫамрӑксем тӳресене? Елена Дмитриева корреспондент каласа парать.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова

Ҫак фестивале республикӑри вожатӑйсем кашни ҫулах чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Костюмсем ҫӗлеҫҫӗ, каҫсерен репетицисене пуҫтарӑнаҫҫӗ, лагерь пурнӑҫӗ пирки видеороликсем ӳкереҫҫӗ. Кӑҫал та ушкӑнсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сӑмахран, ҫак илемлӗ костюмсене ҫамрӑксем икӗ эрне ытла ӑсталанӑ. Вӗсене ал айӗнчи япаласенчен тунӑ.

Ылтӑн пулӑпа пӗрлех фестивальте пакшана, Шамахан патша майрине, Юрпикене тата юмахри ытти сӑнарсене курма пулчӗ.
"Харсӑр 90-мӗшсем" номинацире каччӑсемпе хӗрсен вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксен кӑмӑл-туйӑмне ташӑ урлӑ уҫса памалла пулчӗ. Пӗр пек хусканусем туни ҫителӗксӗр. Тӳресем студентсен сӑн-сӑпатне, костюмӗсене, тавҫӑрулӑхне те шута илчӗҫ. Конкурсӑн пӗр номинацине "Театральное Поволжье" проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Хӗрсемпе каччӑсем паллӑ юмахсем тӑрӑх клипсем хатӗрленӗ.

Пӗтӗмпе конкурса вожатӑйсен 8 отрячӗ хутшӑнчӗ. Фестивале чылайӑшӗ ҫитеймен. Хальхи вӑхӑтра чӑваш каччисемпе хӗрӗсенчен нумайӑшӗ Краснодар тӑрӑхӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Апла пулин те вӗсем видеоматериалсем ярса панӑ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, вожатӑйсен ӑсталӑхӗ ҫулсерен ӳссе пырать, ҫавӑнпа та чи лайӑххисене суйлама питӗ йывӑр.

Йӑлана кӗнӗ фестиваль 10-мӗш хут иртрӗ. Кашни ҫулах ӑна тӗрлӗ лагерьте йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал республикӑри чи пултаруллӑ вожатӑйсем "Росинкӑра" пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсен пултарулӑхне 4 номинацире хакларӗҫ. 3 мӗш ҫул чи лайӑх ушкӑн ята "Волна" лагерьте ӗҫлекенсем ҫӗнсе илчӗҫ.

Кӑҫал та вӗсем тӳресене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерчӗҫ. "Волнарьсем" харӑсах темиҫе номинацире мала тухрӗҫ. Иккӗмӗшсем - "Пятая четверть" ушкӑн, виҫҫӗмӗш вырӑнта - "Звездный".

Шӑпах ҫакӑн пек фестивальсенче ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне ӳстереҫҫӗ, ҫӗнӗ тус-юлташ тупаҫҫӗ. Умра тата тепӗр икӗ смена. Пухнӑ паха опыт каччӑсемпе хӗрсене лагерьте кӑна мар, пурнӑҫра та кирлӗ пулӗ.