Инспекторсем шкулсемпе сатиксене юсакансене тӗрӗслеҫҫӗ

Вӗренӳ учрежденийӗсенче халӗ юсав пырать. Анчах та рабочисем хӑш пӗр чухне официаллӑ майпа ӗҫлемеҫҫӗ. Ҫавна май тӗп хулара тӗрӗслев иртет. Ӗҫ инспекцийӗнчи, налук службинчи, прокуратурӑри тата Шупашкар администрацийӗнчи специалистсем кунсерен ҫула тухаҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Шупашкарти 39-мӗш шкулта пулчӗҫ.

Алена Артемкина, Никита Углев

Ятарлӑ ушкӑн кунне темиҫе вырӑна ҫитет. Ку - 5-мӗш объект. Шкулта 3 подряд организацийӗ вӑй хурать. Вӗсем хушшинче ятарлӑ килӗшӳсӗр ӗҫлекен рабочисем пулма пултараҫҫӗ. Шӑпах ҫавнашкал тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевлӗ комисси. Строительсем шкулти туалета юсаҫҫӗ. Кӗҫех стенасене штукатуркӑпа витмелле. Сӑмах май, ҫак ӗҫе тума бюджетран пӗр пус та илмен - 400 ытла пин тенкӗ шкул хыснинченех уйӑрнӑ.

Официаллӑ майпа вӑй хураҫҫӗ е ҫук, хӑҫан кунти ӗҫсене вӗҫлемелле? Пӗтӗмпех тӗпчесе пӗлчӗҫ налук службинчи инспекторсем.

Тепӗр подряд организацийӗ ҫурт тӑррине юсать. Ӑна шкула хута янӑранпа та ҫӗнетмен. Кунта икӗ рабочи вӑй хурать. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, пӗр уйӑхшӑн 50 пин тенкӗ ӗҫ укҫи тӳлеме шантарнӑ. Шкулта тӑрӑшакансем те вӗсен ӗҫне асӑрхасах тӑраҫҫӗ.

Ку - планланӑ тӗрӗслев. Ҫавӑн пекех рабочисем хӑйсем инспекторсем патне ҫӑхавпа тухни те пулать. Ун чухне налукҫӑсем организаци ертӳҫипе тӗл пулаҫҫӗ, документсене тӗпчеҫҫӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тата тепӗр пӗрлешӳ хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре ӗҫлетчӗ. Рабочисен сӑмахӗпе вӗсен пӗр уйӑхри шалӑвӗ - 13 пин тенкӗ. Ҫакӑ вӗсене тивӗҫтерет. Инспекторсем ҫак тӗлӗшпе документсене пӑхса тухасси пирки каларӗҫ. Ятарлӑ ушкӑн Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсемпе сатиксенче ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшчен тӗрӗслевсем ирттерӗ. Ҫакнашкал рейдсен усси куҫкӗрет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4 пин ҫын ятарлӑ килӗшӳсӗр ӗҫленине тупса палӑртнӑ, явап тыттарнӑ. Ҫапла майпа республика бюджетне 16 миллион тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Вӗсенчен ҫурри Шупашкар хыснине куҫнӑ.