ГТРК Чувашия / Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чух ҫынсен хӑйсене мӗнле тытмалла?
Версия сайта для слабовидящих

15 октября 2019 23:15   2°   $64.37 €70.93

12.07.2019 09:15

Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чух ҫынсен хӑйсене мӗнле тытмалла?

Ҫак кунсенче ҫӗршыври чылай регионта аслатиллӗ ҫумӑрсем шапӑртатса иртрӗҫ. Вырӑн-вырӑнпа пӑр та ҫунӑ. Чӑваш Ене те ҫут ҫанталӑк парни кӗтменлӗхсем илсе килчӗ. Шупашкарта шыв юххипе машинсем чарӑнса ларнӑ. Тепӗр хӑрушлӑх - ҫиҫӗм. Вӑл тӳпере йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫнӗ чух ҫынсен хӑйсене мӗнле тытмалла? Кун пирки эпир иртен-ҫӳренрен тата специалистсенчен ыйтса пӗлтӗмӗр.

Алексей Енейкин, Екатерина Храмкина, Семен Антонов

Ҫӗре ислетсе ҫӑвакан ҫумӑр пахчаҫӑсемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Уйрӑмах ӑна утӑ ҫулса кӗртнӗ хыҫҫӑн кӗтеҫҫӗ. Ӑшӑ ҫумӑрпа кӑмпа та лайӑх шӑтать. Ҫав вӑхӑтрах аслати те сахал мар пулать.

Хӑш чух сехре хӑпартакан вӑйлӑ ҫиҫӗм ялкӑшать. Кӗмсӗртетсе ҫумӑр ҫунӑ чух ҫынсем хӑйсене мӗнле тытаҫҫӗ-ха?

Ҫуллахи чи хӑрушӑ ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсенчен пӗри никампа та шӳтлемест. Ҫавӑнпа та аслати авӑтнӑ вӑхӑтра аҫа ҫапасран сыхланса ансат йӗркесене пӑхӑнмалла. Пӳртре пулсан, чӑн малтан чӳречесене хупмалла.
Ҫавӑн пекех пӳрте ҫавра ҫиҫӗм кӗчӗ пулсан хускалмасӑр тӑмалла. Вӑл хӑйех тухса каять.

Гидрометцентртан пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫумӑр ҫитес юнкунчченех ҫума пултарать. Сывлӑш температури те ытла ӑшӑ пулмасть. Ҫил вара ҫеккунтра 12 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.