ГТРК Чувашия / Чӑваш Енре кӑҫал халӑх йышлӑ пулакан 30 вырӑна хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ
Версия сайта для слабовидящих

15 октября 2019 21:41   3°   $64.37 €70.93

12.07.2019 09:07

Чӑваш Енре кӑҫал халӑх йышлӑ пулакан 30 вырӑна хӑтлӑх кӳме палӑртнӑ

Ҫав шутра скверсемпе парксене, тӳремсемпе ача-пӑча вылямалли лаптӑксене. Хуласене тирпей-илем кӳмелли ҫӗршыв программипе усӑ курса ял сӑн-сӑпачӗ те палӑрмаллах улшӑнать. Унти ӗҫсем еплерех пынине обществӑлла хастарсемпе республикӑн строительство министерствинчи специалистсем тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Хальхинче вӗсем Шупашкар районӗнчи лару-тӑрупа паллашрӗҫ.

Ирина Николаева, Валентина Алексеева, Никита Углев

Тренкасси ял варрине тахҫанах юсаса ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫу пуҫламӑшӗнче кунта курӑк ешернӗ, ҫынсем кивӗ тротуарпа утса ҫӳренӗ. Халӗ хуларинчен кая мар: ҫул айккипе асфальт сарнӑ, плитка хума пуҫланӑ. Ӗҫ вӗресе тӑрать. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ял ҫыннисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнче уҫӑ тӳрем пулать, палӑк хыҫӗнче - ача-пӑча валли вырӑн хатӗрлеме тытӑннӑ. Хӑтлӑх кӳрес ӗҫ вӗҫленменнине тата ҫумӑр ӳккеленине пӑхмасӑр ялти шӑпӑрлансем кунта хаваспах иленнӗ.

Юсав хыҫҫӑн ача-пӑча лаптӑкне хӑйӑр сарса якатма шутланӑ. Хирӗҫле вырнаҫнӑ спорт кӗтесне вара ҫӗр ытларах илсе килсе тултарма тивет. Тӗрӗслекенсем малашне ҫакӑн пек тӗлте резина сий хума сӗнчӗҫ, ҫапла ҫумӑр хыҫҫӑн та ҫӳреме меллӗрех пулать. Хуласене тирпей-илем кӳмелли федераци программипе килӗшӳллӗн Тренкассине 4 миллион та 800 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Продрядчик ӗҫе графикпе килӗшӳллӗн туса пырать. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне кунта канупа спорт вырӑнӗ хута кайӗ.

Тутаркассинче ятарлӑ программӑпа усӑ курса пӗлтӗрех ял варрине ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ. Кӑҫал спорт лаптӑкне юсаса тирпейлесшӗн. Кунта юнашар пыракан 2 ҫул тумалла: пӗри - резина сийли - чупса сывлӑха ҫирӗплетекенсем валли, тепри - 2 метр сарлакӑш асфальт - роликсемпе, скейтбордпа ярӑнакансем валли. Ҫитес вӑхӑтра футболла тата волейболла вылямалли уйрӑм лаптӑксем хута яма палӑртнӑ, унта ҫӗнӗ саксемпе ҫӳп-ҫап савӑчӗсем те вырнаҫтармалла. Тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме 4 миллион ҫурӑ тенкӗ уйӑрнӑ. Хальлӗхе тӗрӗслекенсене ҫак скверта ӗҫе мӗнле туни килӗшмерӗ. Нумай пулмасть хунӑ плитка ҫинче шыв пухӑнса тӑнӑран, ҫынсен бордюр тӑрӑх ҫӳреме тивет. Строительство министерствинчи специалистсемпе обществӑлла хастарсем подрядчике тепӗр хут явӑҫтарса ӗҫе тӗплӗ туса пӗтерме хушрӗҫ.