ГТРК Чувашия / Вӗҫӗ-хӗррисӗр чӑвашлӑх
Версия сайта для слабовидящих

15 октября 2019 23:13   2°   $64.37 €70.93

11.07.2019 09:20

Вӗҫӗ-хӗррисӗр чӑвашлӑх

Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш "Уявӗ" иртрӗ. Тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркипе культура пуянлӑхне упракан савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫа манӑн ӗҫтеш Алексей Енейкин хутшӑнчӗ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин

Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче мӗн пур чӑваша пӗрлештерекен уяв кӑҫал 12-мӗш хут халӑх пухрӗ. Ӑна пуҫласа Аксу районӗнче йӗркелерӗҫ. Малтан вӑл Нурлат тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унта пурӑнакансем, паллах, хӑнӑхнӑ уява чи малтан килсе ҫитнӗ.

Тӗрлӗ халӑха пӗрлештерекен чӑвашсен уявне Тутарстан республикин президенчӗ Рустам Минниханов тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗҫ. Пуҫлӑхсем ятарласа хатӗрленӗ картишсенче: сунарҫӑ ҫуртӗнче, арманта, утарта, чӑваш ҫурчӗпе мунчинче пулчӗҫ, пулӑ тытрӗҫ. Михаил Игнатьев хӑй аллипе пашалу йӗтӗрлерӗ.

Тӑван халӑхӑн авалтан пынӑ йӑли-йӗркин уйрӑмлӑхӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӑнасем уявӑн тӗп лапамне куҫрӗҫ. Унта куҫа тыткӑнлакан чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулчӗ. Хӑнасене тӗрлӗ тӑрӑхран килсе ҫитнӗ 45 пултарулӑх ушкӑнӗ, Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсем концерт парнелерӗҫ. Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ куракансене ӑсталӑхӗпе хавхалантарчӗ.

Уяв калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ иртрӗ. Чӑвашлӑхӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр тарӑн ӑс-хакӑлӗпе паллаштарчӗҫ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑван халӑхӑн авалхи йӑлисене, вӑййине кӑтартрӗҫ. Ватӑсем вара ырӑ ӗҫпе тӑнӑҫ пурнӑҫ пуҫламӑшӗн шалчине ҫапса кӗртрӗҫ.

Михаил Игнатьевпа Рустам Минниханов сцена ҫине чӑваш кӗпи тӑхӑнса тухрӗҫ. Халӑх пуянлӑхне упраса пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑха ҫирӗплетсе, малалла аталантарса пурӑнмалли ҫинчен калаҫрӗҫ.

Икӗ республика ертӳҫи уяв халӑхӗпе пӗрле алла-аллӑн тытӑнса, карталанса утрӗҫ. Тӗнчере юратупа туслӑх чи хаклӑ пурлӑх пулнине ҫирӗплетрӗҫ.

Пӑлхар патшалӑхӗ чухнех ку тӑрӑхра юлнӑ чӑвашсем халӗ ытти халӑх хушшинче пурӑнсан та хӑйсен культурине тытса пыраҫҫӗ. Аксу районӗнче, сӑмахран, чӑвашсен йышӗ тутарсенчен 10 % нумайрах. Уяв кунӗ вӗсем кунта уйрӑмах йышлӑ.

Аксу улӑхӗнчи уявра кунӗпех тӗрлӗ конкурс-фестиваль, вӑйӑ-ӑмӑрту иртрӗ. Ярмӑрккари пек суту-илӳ ӗҫлерӗ. Каҫпа вара "Уяв пикине" палӑртрӗҫ.