Ҫӗрпӳре Тихвин ярмӑркки кӗрлерӗ

Икӗ ӗмӗр ытла иртекен культурӑпа спорт пулӑмӗ яланхиллех ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан пиншер ҫынна пӗрлештерчӗ.

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Никита Углев

Уява тӗрлӗ район-хулапа ытти регионтан хӑнасем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Нумайӑшӗ ҫемйипе - ачисемпе тата мӑнукӗсемпе килнӗ. Суту-илӳ речӗсем маҫтӑрсем ӑсталанӑ карҫынккасемпе, теттесемпе, тӑм шӑхличсемпа, авалхи йӑла-йӗрке хатӗрӗсемпе пуян пулчӗҫ.

Ярмӑрккара суту-илӳсӗр пуҫне спорт вӑййисем тата ытти савӑнӑҫ нумай пулчӗ. Уяв лапамӗнче пухӑннисем юрӑ-ташӑра кӑмӑлне ҫӗклерҫӗ, ача-пӑча чуччусемпе ярӑнса киленчӗ.

Ярмӑрккан кашни кунӗ мӗне-те пулин халалланӑ ӗҫ-пуҫпа иртрӗ. Уявра Республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та пулчӗ. Уйрӑмах "Акатуй" тата Ҫӗрпӳ 430 ҫул тултарнине халалланӑ кун чаплӑ пулчӗ.