Темиҫе миллиард инвестици тата хушма ӗҫ вырӑнӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химпром" пӗрлешӳ импорта хамӑр продукципе улӑштармалли патшалӑх программине хутшӑнса ӗҫ калӑпӑшне ӳстерсе пырать. Кӗҫех унта 5 миллиард тенкӗлӗх ҫӗнӗ производство тума пуҫлаҫҫӗ. Предприятири ырӑ улшӑнусемпе Михаил Игнатьев паллашрӗ.

Алексей Енейкин, Семен Антонов

Кунта арманти пек ӗҫ шавӗ тӑрать. Анчах та ҫӑнӑх вырӑнне кальций гипохлоричӗ кӑлараҫҫӗ. "Химпром" ҫак хутӑша тӑвакан ҫӗршыври пӗртен-пӗр завод шутланать. Производствӑна иртнӗ ҫул хута янӑ. Проекта пӗр миллиард та 730 миллион тенкӗ хывнӑ. 138 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Кальций гипохлоритне ытларах ылтӑн кӑларакан компанисенче тата шыв тасатнӑ чух усӑ кураҫҫӗ. Заводри продукци калӑпӑшӗ ӳснӗ ҫемӗн ӳссе пырать.
Ытти ҫӗршывран кӳрсе килнӗ тавара хамӑр тӑрӑхра кӑларнипе улӑштарни Чӑваш Еншӗн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

"Химпромра" кӑҫалах тепӗр пысӑк проект пуҫӑнма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак вырӑнта антрахин технологине усӑ курса водород пероксидне кӑларакан производство тума палӑртнӑ.

Ҫулталӑкра 50 пин тонна водород пероксичӗ кӑлармалли завода тума 4 миллиард та 638 миллион тенкӗ усӑ курма палӑртнӑ. Ҫавна май "Химпромра" 55 хушма ӗҫ вырӑнӗ пулӗ. Паян кунта пӗтӗмпе 3 пин те 500 ытла ҫын тӑрӑшать. Вӑтам шалу 31 пин те 600 тенкӗ. Республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев "Хӗвел" пӗрлешӳре те пулчӗ. 10 ҫул каялла уҫнӑ предприятие паянхи кунччен 30 миллиард тенкӗ инвестици хывнӑ. Халӗ вӑл фотоэлектричество, урӑхла каласан хӗвел модулӗсем кӑларакан тӗнчери чи пысӑк 5 завод йышне кӗрет. Ҫӗршывра ун пекки урӑх ҫук. Кӑҫал кӑна кунта 130 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ тунӑ. Ҫавна май пӗрлешӳре халӗ 620 ҫын вӑй хурать. Предприятире хӗвел модулӗсене ҫулран-ҫул ҫӗнетсе пыраҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗпе пӗрлех хӑвачӗ те ӳсет. Ҫитес вӑхӑтра кунта ытларах ҫутӑ яракан 22 миллиметр хулӑнӑшлӑ кантӑк кӑларакан завод хута ярасшӑн. Ҫакӑ ӗҫ тухӑҫлӑхне пысӑклатма, ҫав вӑхӑтрах продукцин хӑй хакне йӳнетме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех "Хӗвел" пӗрлешӳ нумай пулмасть Казахстанри Акмола облаҫӗнче электростанци тума пуҫланӑ.