«Ҫӗнӗ хулара» пурӑнакансем халӗ троллейбуспа усӑ курма пултараҫҫӗ

Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула" микрорайона троллейбуссем ҫӳреме пуҫланӑ. Ку вӑл иртнӗ 9 ҫулта хута янӑ пӗрремӗш ҫӗнӗ лини. Ӑна уҫни савӑнӑҫлӑ та пӗлтерӗшлӗ самант. Хальлӗхе 3-мӗш маршрут кунта пурӑнакансене ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗпе тӳрремӗн ҫыхӑнтарать. Тепӗр 10 ҫултан "Ҫӗнӗ хула" Шупашкар варри пуласса шантарҫҫӗ пуҫлӑхсем.

Ирина Николаева, Елена Михайлова, Владимир Синдеев

2 ҫул кунта пурӑнакансем троллейбус ҫулне епле тунине асӑрхаса тӑнӑ. Ҫак хушӑра микрорайонта 5 ҫухрӑм ҫӗнӗ лини хута янӑ, транспорт валли ҫул сарнӑ, диспетчер вырӑнне тата подстанци тунӑ. Ҫакӑн валли 200 миллион тенкӗ усӑ курнӑ, ытларахӑшне ҫӗршыв бюджетӗнчен уйӑрнӑ. Ҫапла майпа 3-мӗш троллейбус ҫулне тӑсса "Ҫӗнӗ хулана" кӗрсе тухмалла тунӑ.

"Ҫӗнӗ хулара" тӗпленнисене Республика Пуҫлӑхӗ тата Шупашкар ертӳҫисем саламларӗҫ. Микрорайона 2007-мӗш ҫулта тума пуҫланӑ. Унтанпа чылай йывӑрлӑха сирме тивнине аса илтерчӗ Михаил Игнатьев. Ҫав шутра ҫурт-йӗр хӑпартакан малтанхи компани ҫука юлнине пула теприне шырамалла пулнӑ, Питтукассинчи ҫӳп-ҫап купине тӗплӗ хупласа ҫитернӗ. Кӑҫал кунта нумай хваттерлӗ 9 ҫурт хута ямалла, ҫапла майпа "Ҫӗнӗ хулара" пурӑнакансен шучӗ 10 пинтен иртӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев Республика кунӗ кунта троллейбуссем ҫӳреме пуҫлани паллӑ самант пулнине каларӗ. Шӑп ҫак кун 55 ҫул каялла тӗп хулара 1-мӗш троллейбус ҫула тухнӑ, вӑл чукун ҫул вокзалӗнчен Хӗрлӗ тӳреме ҫӳренӗ. Халӗ кунсерен 18 маршрутпа 198 троллейбус ҫынсене турттарать. Кунта та экологи тӗлӗшӗнчен таса, пысӑк та ача-пӑча кӳмине кӗрсе тухма меллӗ транспорт ҫӳреме пуҫлани тахҫанах кӗтнӗ самант.

Троллейбус управленийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, "Ҫӗнӗ хула - Университет" маршрутпа малашне 10 транспорт ҫула тухмалла. Вӗсен кашни 10-15 минутран ҫӳремелле.