Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Анжелика Сидорова ҫӗнтерчӗ

Шупашкарта шӑчӑпа сикекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта хальхинче хӗрарамсем кӑна тупӑшрӗҫ.

Надежда Александрова, Вячеслав Ильин

Ҫанталӑк чӑрмантарчӗ пулин те, ӑмӑртусем палӑртнӑ пекех иртрӗҫ. Тупӑшӑва хутшӑнакансен хастарлахӗпе хавхаланса
тӗп хулан юбилейӗн талисманӗ Чебоксарик те старта тухрӗ. Ӑна Елизавета Бондаренко тӗслӗх кӑтартрӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 9 спортсменран 5-шӗ - Анжелика Сидорова, Ирина Иванова, Ангелина Краснова, Татьяна Швыдкая тата Людмила Петрова пӗлтӗр Хӗрлӗ лапамри лаптӑкра хайсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхнӑччӗ.
Парнесен фончӗ кӑҫал 60 пин тенкӗпе танлашрӗ. Бронза медале ҫамрӑксем хушшинчи Европа чемпионӗ, Мускаври Ангелина Жук-Краснова ҫӗнсе илчӗ. Кӗмӗл - Омск облаҫӗн чысне хӳтӗлекен Ирина Иванован. Чи ҫӳллӗ картлашка ҫине вара 4 метр та 75 сантиметр парӑнтарса Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Анжелика Сидорова хӑпарчӗ.
Республикӑри ҫӑмӑл атлетикӑна кӑмӑллакансем вара Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланасса кӗтеҫҫӗ. Ӑна тепӗр уйӑхран "Олимпийский" стадионта ирттерме палӑртнӑ.