Ял ҫыннисен ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ

Республика Кунне халалласа Улатӑр районӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тепӗр медицина учрежденийӗ тӗпрен юсанӑ хыҫҫӑн уҫӑлӗ. Малашне Ичикс тата Кивӗ Эйпеҫ салисенче пурӑнакансемшӗн сывлӑха сыхлама мӗнле майсем пулаҫҫӗ? Леонид Петров корреспондент каласа кӑтартать.

Леонид Петров, Татьяна Иванова, Семен Антонов

Ичиксри ҫӗнӗ модульлӗ пункт хатӗр тесен те юрать. Кунта ҫуркуннеренпе ӗнтӗ ӗҫ шӑв-шавӗ тӑрать. Ҫурта икӗ уйӑх каялла хӑпартма тытӑннӑ. Халӗ ытларах пайне туса пӗтернӗ, тӑррине витнӗ, чӳречисене лартнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тул енчен сайдингпа витмелле, йӗри-тавра тирпей-илем кӗртмелле. Унтан медицина хатӗрӗсемпе сӗтел-пукан вырнаҫтарасси ҫеҫ юлать. Сиплев учрежденийӗнче 200 ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрӗҫ. Дмитрий Сероштанов фельдшера ку тӑрӑхра пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Вӑл Чӑваш Ене темиҫе ҫул каялла Тамбов облаҫӗнчен куҫса килнӗ. Ӑна малтан кунтан темиҫе ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Сурски Майдан салинчи медпункта ӗҫлеме янӑ. Малашне тухтӑрӑн ӗҫ хушӑнӗ. Вӑл графикпе харӑсах икӗ ялти пациентсене йышӑнма пуҫлӗ. Пурӗ 400-ре яхӑн ҫын. Вӗсенчен ытларахӑшӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнисем. Йывӑр лару-тӑрура фельдшера Улатӑрти ӗҫтешӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ медпункта шыв, ӑшӑ, канализаци кӗртнӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ интернетпа тивӗҫтерни те тухтӑр ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. Ҫакӑ ҫынсен сывлӑхне тӗплӗнрех тӗрӗслеме, районти врачсенчен сӗнӳ-канаш илме пулӑшӗ. Чӑваш Енре 2013-мӗш ҫултанпа 179 ФАП хӑпартнӑ. Ичикс салинчи 180-мӗш пулӗ.

Кивӗ Эйпеҫре те пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗ ырӑ енне улшӑнӗ. Кунта иккӗмӗш уйӑх хӗрӳ ӗҫ пырать. 20-мӗш ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче вӑл больница шутланнӑ. Каярах фельдшерпа акушер пункчӗ пулнӑ. 2003-мӗш ҫулта вара амбулатори уйрӑмӗ туса хунӑ.

Ҫурт халӗ шалтан та, тултан та тӗпрен улшӑннӑ. Малашне регистратурӑпа кабинетсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Йӑлтах пациентсене меллӗ пултӑр тесе.
Ку офисра Кивӗ Эйпеҫпе пӗрлех Паснапуҫра пурӑнакансене йышӑнаҫҫӗ. Юсав кал-кал пырсан, ҫӗнелнӗ амбулатори уйрӑмне улатӑрсем утӑ уйӑхӗнче кӗтсе илӗҫ.