Ӗҫсене пуҫламашкӑн ирӗк парасса кӗтеҫҫӗ

Шупашкарта пурӑнакансене темиҫе ҫул канӑҫ паман шӑршӑ кӑҫалтан урӑх никама та тарӑхтармӗ. Хула ҫумӗнче вырнаҫнӑ "Юрма" агрофирма чӑх-чӗп каяшне ҫӗнӗ меслетпе тирпейлеме пуҫланӑ.

Алексей Енейкин, Анжелика Артемьева, Никита Углёв

Нумай пулмасть, агрофирма хуҫалӑхри чӑх-чӗп каяшне упрамалли 5 лаптӑка юсанӑ, черетре 6-мӗшӗ юлнӑ. Кӗҫех пурте тулли вӑйпа ӗҫлесе кайӗҫ. Ҫӗнӗ технологисене пӑхӑнса кунта халӗ харӑс икӗ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Тислӗке пӑрахӑҫланипе пӗрлех ӳсен-тӑран валли усӑллӑ им-ҫам хатӗрлеҫҫӗ.

Тислӗке ятарлӑ вырӑнта 4 уйӑхран пуҫласа ҫур ҫул таран тытаҫҫӗ. Кушӑхса пынӑ май уй-хире илсе тухаҫҫӗ. Ҫакӑ экологишӗн усӑллӑ кӑна пулӗ. Уйрӑмах тыр-пулшӑн паха им-ҫам. Маларах тислӗкпе апатлантарнӑ ҫӗр ҫинче те халӗ кӗрхи тырӑ ӑнса ӳсет. Ҫӗнӗ мелпе ӗҫлеме пуҫласан кӑтартусем тата лайӑхрах пулмалла. Ҫурла уйӑхӗнче хуҫалӑхра грануллӑ им-ҫам кӑларакан завод тума пуҫласшӑн. Кирлӗ документсене хатӗрлесе Мускава ярса панӑ. Халӗ ӗҫсене пуҫламашкӑн ирӗк парасса кӗтеҫҫӗ. Пӗри тулнӑ май теприне пушатса пыраҫҫӗ. Каяшсене ниҫта упрамасӑр тӳрех им-ҫама ҫавракан завода 9 уйӑх тума палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртсен Шупашкарта пурӑнакансем ҫуркуннесерен сӑмсана ҫуракан шӑршӑ пирки манасса шанас килет.