Тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пӗрлештерекен парк

Кӑҫал Республика Кунне тӗп хулапа пӗрлех Улатӑр районӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май халӗ 16 ял тӑрӑхӗнче хӗрсе хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп уяв Кивӗ Эйпеҫре иртӗ. Республика хӑнисемпе ку тӑрӑхри ҫынсене мӗнле парнесем кӗтни ҫинчен Леонид Петров корреспондент каласа кӑтартать.

Леонид Петров, Семен Антонов

Кивӗ Эйпеҫре ир пуҫласа каҫчен тӗрлӗ техника тата пӑчкӑ-мӑлатук шӑв-шавӗ тӑрать. Мӗн пур вӑй-питти ҫын пулас Этнопаркра тата ял урамӗсенче тӑрӑшать. Культура паркӗ тӗрлӗ халӑха пӗрлештерекен лаптӑк пулса тӑрӗ. Чӑвашсен йӑли-йӗркипе хапха ӑсталанӑ. Вӑл хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илмелли тӗп вырӑн пулӗ. Хальхи вӑхӑтра хапха тӑррине витеҫҫӗ, ҫавӑн пекех парк йӗри-тавра сӑрласа илемлетеҫҫӗ. Районти 46 ялтан Кивӗ Эйпеҫе ахальтен мар суйласа илнӗ. Ку ял 5 ҫул ӗнтӗ тирпей-илем енӗпе республика шайӗнчи конкурсра тӑтӑшах ҫӗнтерет.

Улатӑр тӑрӑхӗнче, тӗпрен илсен, вырӑссем пурӑнаҫҫӗ. 24 проценчӗ - чӑвашсем, ирҫесем - 16 процент. Ҫакна тӗпе хурса уяв картинче виҫӗ халӑх йӑли-йӗркипе культурине сӑнлакан кӗтессене йӗркелеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кашни ял тӑрӑхӗн уйрӑм картиш пулӗ. Вӗсенче историпе, хальхи пурнӑҫпа паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех тулӑх сӗтелсем, куравсем хатӗрлӗҫ. Чӑваш хресченӗн хуҫалӑхӗ те хӑнасене илӗртӗ. Кунта пӳртрен пуҫласа хуралтӑсем таранах ӑсталаҫҫӗ. Паркра каҫхине те хӑтлӑ пулӗ - йӗри-тавра хунарсем лартса тухнӑ.

Революциччен Кивӗ Эйпеҫ урлӑ Пӑва - Улатӑр ҫулӗ выртнӑ. Ҫавна халалласа маҫтӑрсем йывӑҫран ҫаврашкасем касса аваллӑха сӑнлакан ҫул сарнӑ, пӗлтерчӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Нина Шпилевая. Ал ӑстисем ҫавӑн пекех йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе ӑсталанӑ. Айлӑмра вара уяв сцени пулӗ.

Кивӗэйпеҫсемшӗн Республика кунӗ тӗлне Ҫамрӑксен паркӗ уҫӑлни те парне пулӗ. Библиотека ҫумӗнче вара ача-пӑча лаптӑкӗ хута ямалла. Кунта Константин Смирнов скульптор йывӑҫран касса кӑларнӑ кӳлепесене, спорт хатӗрӗсене, чуччу вырнаҫтарнӑ. Ача-пӑча кунтан халех ир пуҫласа каҫчен татӑлмасть.

Ку лаптӑкра строительство ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. Ӗҫе ял халӑхӗ хастар хутшӑнать. Ҫывӑх вӑхӑтрах парк Илья Муромец кӳлепипе пуянланмалла, ача-пӑча паркне палӑртакан арка лартмалла. Вулав ҫурчӗ те ҫӗнелнӗ: стенисене сӑрланӑ, тӑррине улӑштарнӑ. Ҫапла, улатӑрсем республикӑн тӗп уявӗ ҫитессе чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ.