Республикӑра ӑратлӑ лаша ӗрчетекенсене патшалӑх енчен пулӑшма хатӗр


Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе хӑватлӑ техника ҫӑмӑллатнӑ май лаша шучӗ чакса пырать. Иртнӗ 5 ҫулта кӑна Чӑваш Енре 2 пин те 800 пуҫ урхамах сахалланнӑ. Республикӑра халӗ миҫе лаша тата вӗсене ӑҫта ӗрчетеҫҫӗ? Алексей Енейкин каласа кӑтартать.

Алексей Енейкин, Виктор Степанов

Етӗрне районӗнчи ӑратлӑ лаша ӗрчетекен Чапаев ячӗллӗ хуҫалӑхра 60 урхамах пурӑнать. Вӑл шутра хӑмлакан кӗсре 34 пуҫ. Ытти - тихасемпе ӑйӑрсем. Вӗсене валли хуҫалӑхра 100 га ҫӗр уйӑрнӑ. Утсем кунта хӑйсене ҫӑтмахри пек туяҫҫӗ. Кӗтӳ ир пуҫласа каҫчен уҫӑ сывлӑшра рехетленет.

Чӗлхесӗр янаварсем ирӗкре хӑйсемпе хӑйсем хуҫа. Шыв ӗҫес килсен тапӑра кайса килеҫҫӗ, курӑк ҫиес тесен уя тухаҫҫӗ. Хӗллехи вӑхӑтра лашасем хӑтлӑ витесенче ыр кураҫҫӗ. Ҫуммӑнах 800 метр тӑршшӗ чупса ӑмӑртмалли ҫул хатӗрленӗ. Ҫапла майпа хуҫалӑх юланутпа чупакан лашасем хатӗрлет. Тӗнче шайӗнчи тупӑшусенче ҫӗнтернӗ ӑратлӑ ӑйӑрсемпе кӗсресен вӑрлӑхне тата тихасене Америка, Франци, Швеци, Финляндипе Германи ҫӗршывӗсенчен илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑнпах кунти рысаксем акатуйсенче ҫӗнтереҫҫӗ, Мускаври куравсене хутшӑнаҫҫӗ.

Чӑваш Енре кӑҫал 4 пин те 900 лаша шута илнӗ. Ытларах пайне, паллах, уйрӑм хуҫалӑхсенче усраҫҫӗ. Витесем, шел пулин те, урхамахран пушанса пыраҫҫӗ.

Ҫитес вӑхӑтра Ял хуҫалӑх министерствинче тепӗр ыйту пӑхса тухма палӑртнӑ. Ӑратлӑ лаша вӑрлӑхӗ туянакана тиха пулсан укҫан 70 процентне патшалӑхран тавӑрса памалла тӑвасшӑн. Ҫавӑн пекех ӑратлӑ урхамах туянмашкӑн 23 пин те 600 тенкӗ параҫҫӗ.