Ыррине ӗненме вӗрентекен спектакль

Пӗрремӗш хут пысӑк сцена ҫинче. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнчи 3-мӗш курс студенчӗсем "Ҫураличчен те эпир пурӑнатпӑр" премьерӑпа паллаштарчӗҫ. Ҫамрӑк артистсем куракансене мӗнпе тӗлӗнтернӗ пирки сюжетра каласа кӑтартӑтпӑр.

Елена Дмитриева, Николай Семенов

Сцена ҫинче студентсем тесе калаймӑн. Ҫамрӑк артистсем хӑйсен сӑнарӗсене питӗ ӗненӳллӗ, чуна тыткӑнламалла калӑпларӗҫ. Куракансене култарма та, хумхантарма та пултарчӗҫ. "Ҫураличчен те эпир пурӑнатпӑр" пьеса авторӗ - Екатерина Орлова. Хайлавра нумайӑшне ҫывӑх ҫивӗч ыйтусене ҫӗкленӗ. Ҫамрӑк мӑшӑр амӑшӗпе пӗрле пӗчӗк хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Ҫемьере хирӗҫӳпе харкашу, ӑнланмаллӑх хуҫаланать. Тӳперен вӗсен патне пулас ачисен пирӗштийӗсем анаҫҫӗ. Анчах та ҫуралман чун тӗпренчӗкӗсене ашшӗпе амӑшӗ кӗтмеҫҫӗ. Арҫын ача рольне Александр Игнатьев вылять.

Ҫуралман ачасен ҫав тери пурӑнас килет. Ҫавӑнпа та вӗсем ашшӗпе-амӑшне пӗрлештерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пьесӑна вӗрентекенсемпе студентсем улшӑнусем кӗртнӗ. Ӑна кашни куракана ҫывӑх тума тӑрӑшнӑ. 11 хӗрпе каччӑ премьерӑна икӗ уйӑх ытла тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сӑмахсене вӗреннӗ, репетицисенче ӑсталӑхне туптанӑ. Ҫамрӑк артистсемшӗн ку пӗрремӗш пысӑк опыт.

Пьесӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Кӗркунне студентсем премьерӑпа республикӑн тӗрлӗ кӗтесне ҫитме палӑртнӑ. Темӗнле йывӑр пулсан та, ырррине шанма, ҫемьене упрама вӗрентет ҫак спектакль.