ГТРК Чувашия / Ку кинотеатрта курӑк ҫинче ларма пулать
Версия сайта для слабовидящих

15 октября 2019 12:49   7°   $64.37 €70.93

14.06.2019 09:23

Ку кинотеатрта курӑк ҫинче ларма пулать

Нимӗнле тӳре те, билетсем те ҫук. Раҫҫейре тата Пӗтӗм тӗнчере 6-мӗш хут урамри кино фестивалӗ пуҫланчӗ. Чӑваш Енре ӑна 4-мӗш хут йӗркелерӗҫ. Куракансене 90 ытла лаптӑкра кӗтеҫҫӗ. Чи лайӑх фильм авторне авӑн уйӑхӗнче палӑртӗҫ.

Надежда Александрова, Вероника Павлова, Семен Антонов

"Нимӗнле жюри те пулмалла мар, куракансем сасӑлаччӑр",- ҫавӑн пек йышӑну тунӑ 6 ҫул каялла фествале пуҫарнӑ Владивостокри ҫамрӑксем. Машинсемпе вӗсем Раҫҫейри хуласем тӑрӑх ҫула тухнӑ. Фильмсене тӗрлӗ лаптӑкра: ҫурт тӑррисенче, ҫыранлӑхсенче кӑтартнӑ. Икӗ ҫул хастарсем фестивале хӑйсен вӑйӗпе кӑна ирттернӗ. Халӗ проекта ытти ҫӗршывсенче те хаваспах йышӑнаҫҫӗ. 2015-мӗш ҫулта ӑна Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗн тӗп секретарӗ те мухтанӑ. Форум Гиннес кӗнекине кӗнӗ. Ӑна чи вӑрӑм ҫул ҫӳрекен фестиваль тесе йышӑннӑ. Пирӗн республикӑна 4 ҫул каялла ҫитнӗ.

Уҫӑ тӳпе айӗнчи кинотеатрсене тӗп хулара кӑна мар йӗркелӗҫ. Кӑҫал ҫамрӑк режиссерсен фильмӗсене районсенче те катартма йышӑннӑ. Сеанссене мӗнле те пулин паллӑ куна халалласа ирттерӗҫ. Сӑмахран, ял кунне е тата ытти уява. Авӑн уйӑхӗччен 100-е яхӑн лаптӑк йӗркелӗҫ. Тӗп вырӑн - Шупашкарти Иван Яковлев скверӗнче. Кунта пӗчӗк куракансене те савӑнтарчӗҫ. Вӗсене "Большое путешествие" мультфильм кӑтартрӗҫ. Вӑл проката ҫуркунне тухнӑ. Фестивальте Шупашкарта пурӑнакансене 7 фильм пӑхма сӗнчӗҫ. Маларах 10 палӑртнӑ пулнӑ. Ҫапах та ҫынсене киле ҫитме меллӗрех пултӑр тесе йӗркелӳҫӗсем киносеанса вӑраха тӑсса ярас темерӗҫ.

Пукан ҫитменнисем курӑк ҫинчех ларчӗҫ. Урамри кино кӑна ҫакна тума май парать. Фестивале хутшӑнакансем хӑйсем курни-илтнипе кӑмӑллӑ юлчӗҫ.

Кӑҫал ҫамрӑк авторсен ӗҫӗсемпеле "Электрический ток" ятлӑ фильм тупӑшать. Ку вӑл Петр Федоров актерӑн кӗске метрлӑ пӗрремӗш фильмӗ. Фестиваль шӑпах ҫакӑн пек тин пуҫлакан режиссерсем валли. Вӗсем ҫӗнӗлӗхсенчен хӑрамаҫҫӗ. Ӗс-пуҫӑн хӑйнеевӗрлӗ пайӗ - сасӑлав. Куракана фильм килӗшсен- хӑйӗн телефонӗ ҫинче хунар ҫутать. Кӑтартусене фотограф ӳкерсе илет. Ун хыҫҫӑн сӑн ӳкерчӗксене фестивале йӗркелекенсене ярса параҫҫӗ. Кам нумайрах ҫутӑ пуҫтарать, ҫав ҫӗнтерет. Чи лайӑх фильм авторӗн ячӗ авӑн уйӑхӗнче паллӑ пулӗ.