Уявра Упи-паттӑр палӑкне уҫрӗҫ

Ҫӗршывра Акатуйсем малалла пыраҫҫӗ. Пӗр енчен вӗсен пӗрпеклӗх нумай, ҫав вӑхӑтрах кашни хӑйнеевӗрлӗхпе уйрӑлса тӑрать. Ҫак кунсенче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче Ӗҫпе Юрӑ уявӗ кӗрлерӗ.

Владимир Тимофеев, Зоя Яковлева

Упи ялӗнче ирех хаваслӑ шӑв-шав тӑчӗ: тавралӑха юрӑ-кӗвӗ сарӑлчӗ, суту-илӳ речӗсем иртен-ҫӳрене тӗрлӗ таварпа илӗртрӗҫ, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ шӑрши сӑмсана кӑтӑкларӗ. Аслисемшӗн ҫеҫ мар, ачасемшӗн те савӑнмалли нумай пулчӗ. Тӗрлӗ чуччу, тетте патӗнчен мӗнле иртсе кайӑн! Маҫтӑрсем те хастар. Тӗрӗ ӑстисенчен пуҫласа тимӗрҫ таранах курма пулчӗ кунта.

Чи кӑсӑкли Акатуй Ҫӗпрел тӑрӑхӗнче нумай пулмасть ирттерме пуҫланӑ.

Хӑнасене Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата ыттисем саламларӗҫ. Вӗсем ку тӑрӑхра пурӑнакансене чӑваш йӑли-йӗркине типтерлӗ упранӑшӑн, ӗҫченлӗхшӗн тата хастарлӑхшӑн тав турӗҫ.

Пухӑннисене вырӑнти артистсем ака-суха йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ. Ҫапла вӗсем аваллӑха асра тытнине, ниме те, никама та манманнине ҫирӗплетрӗҫ. Ҫакна палӑртсах 13-14-мӗш ӗмӗрти ҫар пуҫлӑхне Упи-паттӑра асӑнса бюст уҫрӗҫ. Ӑна спонсорсем тата ял ҫыннисем пулӑшнипе ӑсталанӑ. Скульпторӗ - Николай Кондрашкин.

Уяв, яланхи пекех, ӑмӑртупа пуян пулчӗ. Пӗрисем халӑх ваййисенче тупӑшнӑ вӑхӑтра, кавир ҫинче паттӑрсем кӗрешрӗҫ. Илемлӗ юрӑ-кӗвӗ вара кунӗпех янӑрарӗ. Сцена ҫине Тутарстанри, Чӑваш Енри тата ытти регионти пултарулӑх ушкӑнӗсем умлӑ-хыҫлӑ тухрӗҫ.