Элӗк тӑрӑхӗнче 24-мӗш хут "Вирьял шевлисем" фестиваль - конкурс иртрӗ

Юрра-кӗвве кӑмӑллакансем салари культура ҫурчӗ умӗнчи Совет Союзӗн геройӗ Мирон Ефимов ячӗпе хисепленекен тӳремре пуҫтарӑнчӗҫ. Уявра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те пулса курчӗ.

Леонид Петров, Николай Семенов

Савӑк ҫу кунӗсемпе пӗрле тавралӑх чечекленнине палӑртакан "Вирьял шевлисем" юрӑ тахҫанах ӗнтӗ фестиваль-конкурсӑн гимнӗ пулса тӑчӗ. Элӗк салине республикӑри пур район-хуларан пултаруллӑ ҫамрӑксем пухӑнчӗҫ. Йыхравсене кӳршӗ регионсене те янӑ, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула аякри хӑнасем кӑҫал ҫитеймен. Конкурса 24 ҫул каялла район шайӗнче ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Альберт Сергеев пуҫарнӑ. Пӗр ҫул та ӑна ирттермесӗр сиктермен. Тен, ҫавӑнпах пуль конкурсантсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Ытти ҫулсенче 27-30 ҫын хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал 40 юрӑҫ тата ташӑҫ пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Хӑшпӗр районтан 4 номерпе килекенсем те пулчӗҫ. Номинацисем те анлӑланса пыраҫҫӗ.

Фестивалӗн пӗлтерӗшне туйса ӑна ирттерессипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене район хыснинче пӑхса хӑварнӑ. "Вирьял шевлисем" - пултаруллӑ яш-кӗрӗме пысӑк сцена ҫине тухма ҫул уҫакан конкурс. Ҫӗмӗрле районӗнчи Владимир Тимофеев ку фестивале 2010-мӗш ҫултанпа хутшӑнать. Ҫакӑ ӑна республика шайӗнче иртекен ытти юрӑ-ташӑ тупӑшӑвӗсенче палӑрма пулӑшнӑ. Ун пеккисем татах пур.

Тӳресем кӑҫалхи конкурсантсен пултарулӑх шайӗ пысӑк пулнине палӑртрӗҫ. Репертуар тематики те анлӑ. Юрӑҫсем юрату, ҫут ҫанталӑк илемӗ, ҫураланӑ кун, туслӑх, атте-анне ҫинчен шӑрантарчӗҫ. Пӗр артистсемех пӗчченшерӗн те, ушкӑнпа та юрланине курма пулчӗ. "Ҫемье ансамблӗ" номинацире Муркаш районӗнчи Борзаевсем пӗрремӗш вырӑна тухрӗҫ.

Кӑҫал хореографи ушкӑнӗсем те хастарлӑхпа палӑрчӗҫ. "Сюжетлӑ ташӑ" номинацире Ҫӗмӗрле районӗнчи "Ӗмӗт" ушкӑн 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ 2-мӗшпе 3-мӗш - Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Колибри" халӑх ансамблӗ тата Элӗкри ача-пӑча пултарулӑх шкулӗн "Риплей" ушкӑнӗ. Гран-при те Элӗкрех юлчӗ. Тӗп парнене Сергей Иванов тивӗҫрӗ.