"Куҫ микрохирургийӗ" пӗрлешӳре офтальмологири ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Енри офтальмологсем Святослав Федоров академик ячӗллӗ "Куҫ микрохирургийӗ" пӗрлешӗве пуҫтарӑнчӗҫ. Тухтӑрсем сиплеври ҫӗнӗ технологисене сӳтсе яврӗҫ, Раҫҫейри "Белая трость" организацин ертӳҫипе Олег Колпащиковпа тӗл пулчӗҫ.

Елена Дмитриева, Екатерина Янгалакова

Япӑх куракансене сиплес ӗҫре мӗнле ҫӗнӗлӗхсем пур? Сусӑрсен пурнӑҫне епле майпа ҫӑмӑллатма пулать? Ҫак тата ытти ыйтусене республикӑри офтальмологсем сӳтсе яврӗҫ. Тухтӑрсем ҫакӑн пек тӗл пулусем, тӗрлӗ мастер-класс тӑтӑшах ирттереҫҫӗ.

Пациентсем валли кунта хӑтлӑ майсем туса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Больницӑра хальхи ҫӗнӗ хатӗрсене вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ ыраттармасӑрах йывӑр чирсене те сиплеме май парать. Паллах, тухтӑрсемшӗн тӗп вырӑнта - пахалӑх.

"Белая трость" социаллӑ юхӑм ертӳҫи Олег Колпащиков тухтӑрсем валли мастер-класс ирттерчӗ. Вӑл хӑй те сусӑр пулнӑ май, куҫ курманнисен нушине лайӑх ӑнланать. Пациентсене хапӑл туса йышӑнни, вӗсемпе кӑмӑлтан калаҫни те сиплес ӗҫе пысӑк витӗм кӳрет, палӑртрӗ Олег Борисович. Ку юхӑм 7 ҫул каялла Екатеринбург хулинче йӗркеленнӗ. Малтанах ӑна сусӑрсене пулӑшас тесе пуҫарнӑ. Халӗ вара инвалидсем хӑйсем мастер-классем ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ социаллӑ проект тата спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла майпа куҫ курманнисем хӑйсене ыттисемпе тан туйма тата тулли пурнӑҫпа пурӑнма пултараҫҫӗ.