Шупашкарта пилӗк ҫулти икӗ ача кӑмпа ҫисе аптранӑ

Ҫак ӗҫ-пуҫ сатикре пулнӑ. Уҫӑлма тухсан ачасем веранда ҫумӗнче кӑмпа ӳснине асӑрханӑ та тутанса пӑхма шутланӑ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Сывлӑх сыхлавӗн министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх ҫук. Сатике ҫӳрекенсене Шупашкарти ача-пӑча клиника больницинче пулӑшу кӳнӗ. Ачасене килӗсене янӑ ӗнтӗ. Тухтӑрсем ашшӗ -амӑшне ҫуллахи вӑхӑтра уйрӑмах тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Кӑмпа ачасемшӗн йывӑр ҫимӗҫ. Организмра кирлӗ чухлӗ фермент ҫуккипе хырӑмра вӑл лайӑх шӑранаймасть. Ҫавӑнпа та 14 ҫула ҫитиччен ачасене кӑмпа ҫитерме сӗнмеҫҫӗ тухтӑрсем. Хулари ача-пӑча больницинчи токсикологи уйрӑмӗнче кӑна ҫулталӑкне 250 ытла ача выртса тухать. Темӗн те пӗр ҫисе аптраҫҫӗ вӗсем. Ҫав шутра бензин ӗҫсе наркӑмӑшланаҫҫӗ. Нумайӑшӗ ӑна пылак шыв савӑтне ярса хурать те ачасем вара сӗткен тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакнашкал тӗслӗхсем республикӑра пулнӑ та ӗнтӗ.