Тӗп вырӑнта хӑвӑртлӑх тата ӑсталӑх

Тӗп хулара водитель-инструкторсем Республика шайӗнчи конкурсра тупӑшрӗҫ. Курсантсене машинпа ҫӳреме вӗрентекен маҫтӑрсем хӑйсем тӳресене ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Леонид Петров, Екатерина Янгалакова

Конкурса ассем хутшӑнаҫҫӗ тесен те юрать. Финала суйлав тапхӑрӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗсем пуҫтарӑннӑ. Пурӗ районсемпе хуласенчи 16 организацирен. Инструкторсем кашни кун руль умне лараҫҫӗ пулин те, тупӑшу умӗн хумхану пуррине пытармарӗҫ. Ҫакӑ машинсен моторӗ хушӑран вӑйлӑ кӗрленинче, кустӑрмасем тусан кӑларса пӗр вырӑнта ҫаврӑннинче палӑрчӗ.
Тупӑшу майӗсем пуриншӗн те пӗрешкел. Водительсем пурте пӗр машинпа ӑмӑртрӗҫ. Конкурсра тӳресем хӑвӑртлӑхсӑр пуҫне 10 хӑнӑхтарӑва тӗрӗс пурнӑҫланине шута илчӗҫ. Ку вӑл паллӑсене лектермесӗр каясси, ункӑра йӑнӑшсӑр ҫаврӑнасси, гаража кӗресси, парковка тата ытти те. Кашни йӑнӑшшӑн - штраф.

Конкурса 28 водитель-инструктор хутшӑнчӗ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек ӑмӑртусем вӗрентекенсен, вӗсемпе пӗрлех пулас водительсен ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Тупӑшакансен хушшинче хӗрарӑм та пулчӗ.
Ҫӑмӑл машинпа пӗрлех, хӑйсен асталӑхне йывӑр тиевлӗ машинпа ҫӳреме вӗрентекенсем кӑтартрӗҫ. Чи пултаруллисене Вӗренӳ министерствин хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ.