Элӗк районӗнчи Тавӑтри "Пучах" сатикре республикӑри семинар иртрӗ

Унта Элӗк, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчи воспитательсем пуҫтарӑнчӗҫ. Канашлура шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче тӑван чӗлхене аталантарассипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс ыйтусене хускатрӗҫ.

Елена Дмитриева, Дмитрий Арсентьев

Тавӑтри ача сатӗнче чӑвашлӑха аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпах темиҫе ҫул каялла шкул ҫулне ҫитменнисем валли чӑваш тумӗсем ҫӗлеттернӗ, тухьясем тутарттарнӑ. Юрӑ-ташӑ, вӑйӑ, юмах-халап урлӑ пӗчӗккисене тӑван халӑх йӑли-йӗркипе, асаннесемпе асаттесен тӗнчекурӑмӗпе паллаштараҫҫӗ. Ачасем Куракассинчи "Тарават" фольклор ушкӑнӗпе пӗрле пухӑннисене тырӑ акнинчен пусласа ҫӗнӗ ҫӑнӑхран ҫӑкӑр пӗҫерни таранах кӑтартрӗҫ.

Вӑйӑ картине те пӗчӗккисем аслисемпе пӗрле хаваспах тӑчӗҫ, ӗлӗкхи юрӑсене шӑрантарчӗҫ, ташларӗҫ.

Ачасемпе чӑвашла калаҫни ҫителӗксӗр, ҫавӑнпа та сатикре музей йӗркеленӗ. Унта мӑн асаттесемпе асаннесен авалхи ӗҫ хатӗрӗсемпе, куллен усӑ курна япаласемпе тата тум-тирпе паллашма пулать. Семинара пуҫтарӑннисем ача сачӗсенче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе мӗнле йӗркелемеллине сӳтсе яврӗҫ.

Халӑха чӗлхе тытса тӑрать, теҫҫӗ. Ҫакна тӗпе хурса аслисен те, пӗчӗккисен те тӑван пуплеве, чӑвашлӑха упрама тӑрӑшмалла.