Шупашкарти 11-ти хӗрачана телекуравҫӑсен пулӑшӑвӗ кирлӗ

Пирӗн патшалӑх телерадиокомпанипе "Русфонд" пӗрлешӳ ирттерекен ыркӑмӑллӑх акцийӗ малалла пырать. Хальхинче Шупашкарта пурӑнакан Кондратьевсен ҫемйине пулӑшу кирлӗ. Аслӑ хӗрӗ - 11-ти Даша шалкӑм ҫапнипе аптрать, каярах юлса аталанать. Черетлӗ сиплеве кайма 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ытларах пайне - 118 пин те 430 тенкине "Коммерсант" хаҫат вулаканӗсем тата "Русфонд" пуҫтарса парӗҫ. Донор 50 пин хушӗ. Тепӗр 31 пин тенкӗ ҫитмест. Ӑна пирӗн телекуравҫӑсем пулӑшнипе пуҫтарасшӑн.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров

Даша вӑхӑтран маларах тата пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ. Болницӑран кӑларнӑ чухне тухтӑрсем малашне нерв чирӗсем аптратма пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Педиатрпа невролог хӗрача ӳснӗҫемӗн аталану тӗлӗшӗнчен тантӑшӗсене хӑваласа ҫитессе шантарнӑ. Анчах ырӑ улшӑнусемпе савӑнайман ҫемье. 2016-мӗш ҫулта Дашӑн "Русфонд" пулӑшнипе Мускаври медицина технологийӗсен институтӗнче сипленме май килнӗ. Ҫакӑ унӑн сывлӑхне лайӑх витӗм кӳнӗ.

Даша Шупашкарти коррекци шкулӗнче 3-мӗш класра вӗренет. Сӑвӑсем, тӗрлӗ хайлав ҫырма кӑмӑллать вӑл. Кашни уяв тӗлнех мӗн те пулин хатӗрлет. Унсӑр пуҫне хайлавсене илемлӗ вулама юратать хӗрача. Тӗрлӗ конкурсра сӑвӑсем пӑхмасӑр каласа палӑрать.

Дашӑн тепӗр чун киленӗҫӗ - лашасем. Амӑшӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулне ҫӳрет хӗрача. Ҫитӗнӗвӗсемшӗн грамота-кубоксемпе пӗрре мар хавхалантарнӑ ӑна. Ӑмӑртури сӑн ӳкерчӗксем те пур. Амӑшӗ Альбина хӗрӗн ал-урине ҫирӗплетес тесе ӑна килте те тӗрлӗ хӑнӑхтару тутарать. Анчах ҫакӑ ҫителӗксӗр. Медицина технологийӗсен институчӗн неврологӗ Елена Малахова каланӑ тӑрӑх, черетлӗ сиплев тӗллевӗ - шӑмӑ сыпписене ытларах хускатса ярасси, ура ҫине ҫирӗпрех тӑма хӑнӑхтарасси, шӑм-шака ҫирӗплетесси. Аса илтеретпӗр, реабилитаци хакӗ 199 пин те 430 пин тенкӗ. Унӑн пӗр пайне - 31 пин тенкине пирӗн ыркӑмӑллӑ телекуравҫӑсем пуҫтарса парасса шанаҫҫӗ. Дашӑна пулӑшас тесен 5542 кӗске номер ҫине "ДЕТИ" сӑмах ҫырса ямалла. Пӗр смс хакӗ - 75 тенкӗ. Айфон е андроид йышши телефонран ятарлӑ хушӑм урлӑ та укҫа куҫарма пулать. Тӗплӗнрех - Русфонд сайтӗнче вуласа пӗлме пулать.