Шупашкарти халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче пултарулӑх ӗҫӗсен "Раҫҫейӗн сӑваплӑ вырӑнӗсем" иккӗмӗш фестивальне пӗтӗмлетрӗҫ

Конкурса Шупашкарти библиотекӑсен пӗрлешӗвӗ "Православная инициатива" грантлӑ уҫӑ конкурс пулӑшнипе ирттернӗ. Кӑҫал фестивале 370 ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ паллашрӗ.

Н. Александрова, Е. Янгалакова

Конкурса 2 ҫул тултарнӑ тата аслӑрах ачасем хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫне сумлӑ жюри хак панӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене 6 номинацире суйласа илнӗ. Вӗсен йышӗнче сӑн укерчӗксем, ӳкерчӗксем, ал ӗҫ ӑсталӑхӗ, литература, видеофильмсем тата ытти те. Катя Маленкова 6 ҫулта, вӑл ача садне ҫӳрет, Элли Юрьев ячӗллӗ ӳнер шкулне ҫӳрет. Хӗрача хӑйӗн ӗҫӗнче хулари чиркӗве сӑнланӑ.

Катя ашшӗ-амӑшне кӗтмен ҫӗртен савӑнтарма пултарчӗ. Пултаруллӑ хӗрачан ӗҫне ӳнер шкулӗн верентекенӗ Дарья Москвина конкурса тӑратнӑ.

Егор Ермолаев ал ӗҫӗпе палӑрнӑ. Вӑл пластмассӑран хӗрес ӑсталанӑ, ӑна 3Д ручкӑпа илемлетнӗ. Тӳресем унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хакланӑ.

Сергей Сивов чиркӳ кӳлепине хатӗрленӗ. 6 ҫулти арҫын ача ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Фестивльте мала тухнисене пурне те дипломсемпе чысларӗҫ, парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Пултарулӑх конкрусӗн ӗҫне Петр атте хастар хутшӑннӑ. Вӑл ачасем чиркӳпе тӗн темине хускатнине пысӑк хак пачӗ.

Фестиваль иккӗмӗш ҫул иртет. Унта кӑҫал пӗлтӗрхинчен самай нумайрах ҫамрӑк хутшӑннӑ. Малашне ӑна кашни ҫул йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.