Сиенлӗ йӑласене хирӗҫҫине ҫирӗплетсе пӑта ҫапса кӗртрӗҫ

Шупашкарта пӗрремӗш хут "Забей" акци иртрӗ. Унта хутшӑнакансем сиенлӗ йӑласене хирӗҫ пулнине пӗлтерчӗҫ.

Надежда Александрова, Семен Антонов

Акцие "Ровесник" Культура ҫурчӗн уҫӑ лаптӑкӗнче ирттерчӗҫ. Ӑна Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗ йӗркеленӗ. Пуҫтарӑннисене Валерий Кочков ячӗллӗ Олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекенсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ. Ҫак кун 60-мӗш тата 7-мӗш вӑтам шкулсенче ӑс пухакансем сиенлӗ йӑласене хирӗҫҫине ҫирӗплетсе пӑта ҫапса кӗртрӗҫ.

Кашни кӑмӑлне кура тӗрлӗ тӗслӗ пӑта суйласа илчӗ. Кама хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисен сывлӑхӗ пӑшӑрхантарать пурте сиенлӗ йӑласене "ҫук" тесе каларӗҫ. Акцие хутшанакансем тӗрлӗ вӑйӑ та вылярӗҫ. Чи хастаррисене парнесемпе савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисемпе республикӑри наркологи диспансерӗнчи психиатр-нарколог калаҫу ирттерчӗ.

Малашне ку акцие тӑтӑшах ирттерме палӑртаҫҫӗ. Унта Шупашкарти шкулсем анчах мар, ытти хулапа районти вӗренӳ учрежденийӗсем те хастартарах хутшӑнасса шанаҫҫӗ.