Тӗп хулана мухтаса

Тӗп хула 550 ҫул тултарнине халалласа Шупашкарти мӗн пур шкулта акци иртрӗ. Пӗрремӗшӗнчен пуҫласа вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем тарах хулапа ҫыхӑннӑ сочинени-эссе ҫырчӗҫ.

Леонид Петров, Семен Антонов

Акцие 1-мӗш гимназире вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Сочинени ҫырма 1100 ытла ача кӑмӑл тунӑ. Вӗренекенсен 3 темӑран пӗрне суйласа илмелле пулчӗ. Вӗсем - "Шупашкар - ачалӑх хули", "Шупашкар - пуласлӑх куҫӗпе" тата "Чӗрене ҫывӑх вырӑнсем. Ӗҫе калӑплама кӗҫӗн классене - 45, 5-8-мӗш классене - 60, аслӑ классене 90 минут уйӑрчӗҫ.

Сочиненисене паллӑсем лартса хакламаҫҫӗ. Чи лайӑх ӗҫсене ятарлӑ комисси суйласа илӗ. Авторсене дипломсем парса чыслӗҫ. Финала кашни шкултан 9-шар ӗҫ тӑратӗҫ. Хула шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене вара хаклӑ парнесем кӗтеҫҫӗ. 3-мӗш вырӑншӑн - Чулхулана экскурсие кайма путевка, 2-мӗш вырӑн хуҫи "Жемчужина Чувашии" лагерьте пӗр смена канӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ "Орленок" ача-пӑча центрне кайӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх сочиненисен пуххине хатӗрлӗҫ. Ӗҫсене "Халӑх шкулӗ" журналата, "Чебоксарские новости", "Советская Чувашия" хаҫатсенче пичетлӗҫ. Ҫавӑн пекех радиокаларӑмсем хатӗрлӗҫ.